Туслăх пытăр ĕмĕре!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:20 Просмотров: 166

Юхмапа Пăла тăрăхĕпе çак кунсенче Запорожье облаçĕнчи Бердянск муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Кичигин паллашрĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕ. Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономики, социаллă пурнăçĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă хыççăн пĕрле тĕрлĕ объекта çитсе курчĕç.

Пĕрремĕш чарăну Патăрьелĕнчи тĕп библиотека пулчĕ. Вулавăш çурчĕ 2022 çулта "Культура" наци проекчĕпе 5 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Унпа ача-пăча библиотекине модернизациленĕ. Кунта çитĕнекен ăрăва аталанма условисем çителĕклĕ: интерактивлă глобус, проектор экранпа, интерактивлă сĕтел...

Кĕнекесен фончĕ те çуллен пуянланса пырать. Вĕсем хушшинче калаçаканнисем те, ỹкерчĕкри япалан шăршне туйма пулăшаканнисем те пур. Сывлăх енчен хавшак ачасем те хăйсен тавракурăмне кунта килсе ỹстерме пултараççĕ. Вулама юратакансем наци электрон библиотекипе тата электронлă ытти ресурссемпе усă кураяççĕ. Хăнасем çакна хăйсем курса ĕненчĕç.

 "Юмах" ача садĕнче пепкесене пĕчĕкренех çĕре юратма вĕрентес тата ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе пĕлтĕр "Лук-Агро", "Батыръ" кооперативсем тата "Корма" çĕр ĕç фирми пулăшнипе агролаборатори уçрĕç. Шкул çулне çитменнисем халĕ воспитательсем ерте пынипе хăйсемех тĕрлĕ культура акса ỹстереççĕ, опытсем ирттереççĕ. Кунта мандарин та, абрикос та, эмел курăкĕсемпе апат-çимĕçре усă курмалли ỹсен-тăран тата ытти те çитĕнет. Пĕчĕк çĕр ĕçченĕсем кашнин пирки тĕплĕн каласа пачĕç.

Çул çỹрев малалла Шăнкăртамри пĕрремĕш шкула тăсăлчĕ. Пĕлỹ çуртĕнчи вĕренекенсем тутарла, чăвашла тата вырăсла юрăсем шăрантарса кĕтсе илчĕç. Çакă аякран килнĕ хăнана питех те тĕлĕнтерчĕ. Унтан пурте пĕрле вĕренỹ учрежденийĕпе паллашрĕç. Сăмах май каласан, пĕрремĕш шкулта ăс пухакансем вырăн çитменнипе чылай вăхăт икĕ сменăпа вĕренчĕç. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пулăшнипе 2021 çулта 120 вырăнлăх хушма çурт хута кайрĕ, тĕп здание те çĕнетрĕç. Ачасене пĕлỹ пухма та, хăйсен пултарулăхне аталантарма та, канма та халь условисем çителĕклĕ: тĕрлĕ кружок, секци ĕçлет, спорт зал та пысăк.

Муниципалитетра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлеме тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри Шăнкăртамри "Экопродукт" кооператив. 2018 çулта кооператив пурлăхпа техника базине пуянлатма 50 млн тенкĕлĕх грант илнĕ. 2020 çулта талăкра 25 тонна сĕте тирпейлекен цеха хута янă. Качака тата ĕне сĕчĕсенчен услам çу, çăра хăйма, темиçе тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ. Продукцие округра пурăнакансем çеç мар, ытти тăрăхран та хапăлласах туянаççĕ. Предприяти ĕçĕ-хĕлĕ пирки Татьяна Асеенова технолог тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Ĕçлĕ çул çỹрев Кзыл Чишмари "Сэлэт-Батыр" центрта вĕçленчĕ. Бердянск округ пуçлăхне Алексей Кичигина кунта та курмалли нумай пулчĕ. Пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене валли çакăн пек канупа вĕрентỹ центрĕ туса пани питĕ кирлине палăртрĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика