Фестивале - Пушкăрта

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:51 Просмотров: 221

Çĕнĕ Шупашкар хулин спорт комплекс манежĕнче Чăваш Республикинчи ĕç коллективĕсем хушшинче ГТО нормативне парăнтарас енĕпе фестиваль иртнĕ. Унта 18-59 çулсенчи 21 командăран 200 ытла çын хутшăннă.

Спортсменсем 2000, 3000 метрлă дистанцие чупнă, спортăн ытти енĕпе тупăшнă. Вĕсем ГТО нормативĕсемпе çыхăннă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене уйрăмшарăн та, командăпа та палăртнă. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн команди (ỹкерчĕкре) çĕнсе илнĕ, Пушкăртра майăн 15-20-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри фестивале хутшăнма путевкăна тивĕçнĕ.

Ỹсĕм çулĕпе тата виçе категорийĕпе илес пулсан, Александр Кузьмин пĕрремĕш, Николай Пласкин, Татьяна Торговцева, Татьяна Кудряшова, Юрий Портнов иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле çĕнтерĕве ытти спортсменсем те тивĕçлĕ тỹпе хывнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика