Йыш хушасси - телей

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:51 Просмотров: 250

2023 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕпе октябрĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре Йывăр çын хĕрарăмсен кунне ирттерессине палăртма пикеннĕ. Вăл "Демографи" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсемпе çыхăннă.

Йывăр çын пуласси - телей. Ăрăва малалла тăсма май паракан пулăм. Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем те çак куна палăртмасăр хăвармарĕç. Централизациленĕ тĕп библиотекăра ятарлă мероприяти ирттерчĕç. Ăна уçнă май тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Наталия Ракова кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

Уяв ячĕпе пулас ача амăшĕсене муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина саламларĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова патшалăхăн йывăр çын хĕрарăмсене тивĕçекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Муниципалитет округĕн тĕп больницăри поликлиника заведующийĕ Ферия Хафизова, Надежда Сугутская гинеколог, Ольга Зубова педиатр, Светлана Ибетова психолог ача çуратса демографи лару-тăрăвне лайăхлатма шут тытнисене ырларĕç. Вĕсене сывă та тĕреклĕ пепкесене алла илме ырлăх-сывлăх сунчĕç. Йывăр çын хĕрарăмăн хăйне мĕнле тытмалли пирки сĕнỹсем пачĕç.

Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн воспитателĕ Светлана Рубцова ача амăшĕсемпе кăмăл-туйăма çĕклеме пулăшакан заняти ирттерчĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика