Ĕçри ăсталăхне кăтартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:30 Просмотров: 321

Хусанта Пĕтĕм Раççейри "Тутар чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ" конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Ăна вĕрентекен статусне ỹстерес, малта пыракансен ĕç ăсталăхне анлăн сарас, вĕрентỹ ĕçĕнче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Тупăшăва 12 учитель хутшăннă. Вĕсем хăйсен педагогикăри ăсталăхне кăтартнă, ĕç опычĕпе паллаштарнă, урок ирттернĕ.

Конкурсра пирĕн муниципалитет округĕн чысне Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Сириня Камалетдинова хỹтĕленĕ. Сириня Миневелиевна "Эрудици тата шухăшлав ăсталăхĕ" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика