Яваплăха туйса тăрăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 22:57 Просмотров: 188

Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен педагог садике çỹреме пуçланăскерсене вĕрентỹ тĕнчине кĕме хăнăхтарать. Çитĕнекен ăрăва воспитани илме, юрлама, ташлама вĕренме пулăшать. Çавăнпа ĕçре воспитателĕн тăрăшулăх, пуçарулăх, ăсталăх, тỹрĕ кăмăллăх, хăюлăх, анлă тавракурăм кирлех.

 "Шăпах çак енсем пур та ĕнтĕ Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнче ĕçлекен Илюзя Ахмедеева (сăн ỹкерчĕкре) воспитателĕн. Кирек хăш конкурсра та вăл хăйне пултаруллă кăтартма пĕлет. Палăртнă тĕллевсене пурнăçласа вара жюрисен хаклавне тивĕçет. Унăн тăрăшулăхне Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова та пĕр хутчен çеç мар палăртнăччĕ. Ку хутĕнче Илюзя Ильгизовна муниципалитет шайĕнчи "Çулталăк воспитателĕ-2024" конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулчĕ",- тет садик заведующийĕ Феридя Шарафутдинова.

Ĕç стажĕ пысăках мар пулсан та хастарлăхĕ, яваплăха туйни хисепе кăларать те воспитательницăна. Пĕрле ĕçлекенсемпе канашлассине мала хурать вăл. Роза Азизовăран, Фенисе Халитовăран лайăххине сахал мар илет. Иртнĕ çул аслă ушкăна çỹрекен ачасемпе ĕçлерĕ Илюзя. Вĕсемпе интереслĕччĕ. Сăвăсем калама, шутлама, юмахсем вулама, пуçватмăшсем тупма, вăйăсем выляма, юрлама, ташлама хăнăхнăччĕ. Тăван тавралăх илемĕпе киленме те пĕлетчĕç ачасем. Кăçал вара 2-3 çулхисене йышăнчĕ. Вĕсене ушкăна хăнăхтарма та ансатах пулмарĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен хăпасшăн мар. Аслашшĕ-асламăшĕ килĕнче юлнине туякансем кутăнланма пăхаççĕ. Çавах мелне тупрĕ воспитательница. Пĕрисене утма-чупма явăçтарчĕ. Теприсене кỹлепесене тĕрлĕ тĕспе сăрлама вĕрентрĕ. Виççĕмĕшĕсене теттесене уйăрма, вĕсемпе ытти ачасемпе вылямашкăн илĕртрĕ. Халĕ пỹрне хуçса шутлас текенсем те, тĕссене уйăрма тăрăшакансем те пур. Килти выльăхсем мĕнле сас кăларнине те ăмăртмаллах калаççĕ. Вĕсене ỹкерчĕксенче тупса кăтартма та пултараççĕ.

Пĕлменни нумай пурнăçра. Хăйĕн икĕ ачи те садике çỹренĕрен хушма литература сахал мар вулать. Маларах мĕн вĕреннине ĕçе кĕртет. Ялти шкултан пĕлỹ илсе тухнă хыççăн Илюзя Ульяновскинчи социаллă педагогика колледжĕнче шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен специалиста вĕреннĕ. Ĕç вырăнĕ тăван енрех пулни те савăнтарнă ăна. Çак хушăрах вăл И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче психолог профессине те алла илнĕ.

 Паян кирек хăш ỹсĕмри ачасемпе те ĕçлеме пултарать Илюзя Ильгизовна Пĕрремĕш категориллĕ специалист вăл. Воспитательсене кану вăхăтĕнче улăштарма хирĕçлемест. Физкультура инструкторĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Аслă ушкăнрисемпе хаваслă стартсем ирттерет.

Муниципалитет шайĕнчи конкурсра 4 воспитатель тупăшрĕ. Пĕринчен тепри пултаруллă. Конкурсанткăсемпе çывăххăн паллашни, вĕсен ĕç ăсталăхне ăша хывма тăрăшни питех те лайăх пулчĕ. Хăй мĕн пĕлнине ыттисемпе пайларĕ.

Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнура Илюзя. Вĕсене ывăл-хĕрне пĕчĕкрен аталантарса пымалли сĕнỹсене парсах тăрать. Çакăншăн хисеплеççĕ хăйсем те.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика