Çамрăкла вĕренни чул çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:39 Просмотров: 286

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче акăлчан чĕлхин эрни иртнĕ. Ăна студентсен чĕлхене вĕренес туртăмне ỹстерес, вĕсен хастарлăхне хăпартас, тавра курăмне анлăлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ.

Тĕллеве пурнăçламашкăн план тунă. Малтанах олимпиада ирттернĕ. Унта йышлăн хутшăннă. Данил Ледюков пĕрремĕш, Степан Паймуллин иккĕмĕш, София Тимофеева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ăса хывмалли викторинăра акăлчан чĕлхин çĕршывне тĕплĕнрех пĕлме, ытти культура патне интерес çуратма май пулнă. Кунта Павел Павлов çĕнтерỹçе тухнă. Иккĕмĕш вырăна Мария Огурцова, виççĕмĕшне Лев Николаев йышăннă.

Вăйă ăмăртăвне 1, 2 тата 3 курс студенчĕсем хутшăннă. Хăш-пĕр ыйтусене мĕн вĕреннипе çыхăнтарса, теприсене тавçăрулăхпа хуравламалла пулнă.

 Шырав-тĕпчев ĕçне явăçса акăлчан чĕлхипех проектсем хатĕрленĕ.

Эрне интереслĕ пулăмсемпе пуян пулнă. Унта урокпа ун тулашĕнчи ĕçсене вырăнлă йĕркелесе пынă. Юлашкинчен пĕтĕмлетỹ тунă.

Студентсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса тивĕçлĕ пĕлỹ шайĕ пулнине кăтартнă. Пĕрремĕш курсра вĕренекенсем çĕнтерỹçĕ пулнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика