Çĕнĕ амбулаторисен никĕсĕсене янă

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:50 Просмотров: 242

 Çывăх вăхăтра Çĕнĕ Ахпỹртре, Нăрваш Шăхалĕнче, Туçара тата Шăнкăртамра хальхи вăхăтри врач амбулаторийĕсене çĕклеме пуçлаççĕ.

Объектсене "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн "Сывлăх сыхлавĕнчи малтанхи звенона модернизацилесси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăпартаççĕ.

Тăватă ялта та пулас сиплев учрежденийĕсен никĕсĕсене ярса пĕтернĕпе пĕрех, стенасене купалама хатĕрленеççĕ. Кашни амбулаторин лаптăкĕ 201,8 тăваткал метрпа танлашать. Объектсем паянхи нормăсемпе тата ыйтнисемпе килĕшỹллĕн пулаççĕ, вĕсем патне пыма хăтлă çулсем тата сывлăх енчен хавшаккисене кĕме меллĕ хатĕрсем пулаççĕ.

Çĕнĕ амбулаторисене 2024 çул вĕçне хута яма палăртаççĕ. Вĕсенче малашне 10 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрĕç, квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парĕç.

 Çакна та палăртса хăварас килет: 2023 çулта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн "Сывлăх сыхлавĕнчи малтанхи звенона модернизацилесси" федераци проекчĕпе Кзыл Камышра тата Красномайскинче фельдшерпа акушер пункчĕсем тунă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика