Ялав умĕнче пуç таяр

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:30 Просмотров: 172

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ кунран-кун хыçа юлса пырать. Çавах вилĕме куçа-куçăн тăрса тунă Çĕнтерỹ манăçа тухмастех. Салтаксен паттăрлăхĕ, тылри хастарлăх мухтавлă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул тултарас умĕн муниципалитет округĕнче "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" акци старт илчĕ.

 Апрелĕн 15-мĕшĕнче Çĕнтерỹ ялавĕн копине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула илсе килчĕç. Сумлă мероприятие уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, шкул директорĕ Наталия Андреева хутшăнчĕç.

Наталия Андреева "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" акцие уçма тивĕçни пысăк чыс пулнине палăртрĕ. Çакă патриотла воспитани парассипе те çыхăннă. Шкулта вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене те пулăшма тăрăшаççĕ: çырусем çыраççĕ, маскировка сеткисем çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, ентешсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Çĕнтерỹ ялавĕн копине муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова пачĕ. Çамрăк армеецсем шанăçа тỹрре кăларма, ялав пĕлтерĕшне кашни вĕренекен патне çитерме сăмах пачĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç. Çĕнтерỹ мĕнле йывăрлăхпа килнине манмалла мар пирĕн. Вăрçă паттăрĕсене ĕмĕр мухтав.

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Çĕнтерỹ ялавĕн копине Сăкăтри вăтам шкула çитерчĕç. Çĕнтерỹ кунĕччен вăл кашни вăтам шкултах пулĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика