Юрату çутаттăр пурнăçа

Категория: Публикации Опубликовано: 27.04.2024, 18:40 Просмотров: 172

2024 çула Раççей Федерацийĕнче Çемье çулталăкĕ тесе йышăннă. Çемье вăл - пĕр-пĕрне килĕштерекен çынсен çыхăнăвĕ. Пĕри тепĕрне ăнланать унта, пулăшма тăрăшать.

Патшалăх та çемьесем çирĕп пулччăр тесе сахал мар тăрăшать. 2008 çултанпа, акă, килĕшỹре пурăнакан мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа тата медальпе чыслаççĕ. Паянхи кунччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак хисепе 45 çемье тивĕçнĕ. Килĕшỹпе, юратупа пурăнакан мăшăрсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Вĕсенче çитĕнекен ăру та тивĕçлĕ воспитани илсе ỹсет.

Çак наградăна 25 çултан кая мар пĕрле пурăнакан мăшăра параççĕ. Вĕсен пур енĕпе те кăтартуллă пулмалла.

Пирĕн муниципалитет округĕ чăнах та тĕслĕхлисемпе пуян. Чылай ялта çак наградăна тивĕçнисем пур. Çав вăхăтрах Тăрăн территори пайĕнчен пĕр мăшăра та чысламан.Тивĕçлисем кунта вара чылай.

Муниципалитет округĕн Мăшăрлану керменĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче çулленех сумлă мероприяти ирттерме тăрăшатпăр. Чылай çул килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чыслатпăр. Ырă йăлана кăçал та малалла тăсасшăн.

Наталья ЕМЕЛИНА, муниципалитет округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика