ГТО нормисене пурнăçлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:40 Просмотров: 303

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем тата вĕсен çемье членĕсем ГТО нормативне пурнăçлама пикеннĕ.

Тест ыйтăвĕсене хуравланă тата мĕн пур тĕрĕслев витĕр лайăх тухнă хыççăн пултарулăхне кура вĕсене палăрту паллисене - ылтăн, кĕмĕл, пăхăр - параççĕ. Унта хутшăнакансен ЕИС-ГТО системăра регистраци тумалла.

"Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи социаллă координаторĕ Алена Петрова палăртнă тăрăх, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем тата вĕсен çемье членĕсем ГТО нормативне пурнăçлани хăйсен вăй-халне тĕрĕслени çеç мар, пĕр-пĕрне курса калаçса тĕрев пани те.

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика