Спорт - сывă пурнăç никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:29 Просмотров: 311

 "Чăваш Енре пурăнакансен йышĕнче физкультурăпа спорта тăтăшах хутшăнакансен тỹпи, 2022 çулхи шайран, пилĕк процент ỹссе 57 процента çитрĕ. Аса илтеретĕп: Раççей Президенчĕ 2030 çул тĕлне хастарлă пурнăç йĕркине тытса пыракансен кăтартăвне 70 процента çитерме тĕллев лартнă. Пирĕн кал-кал аталану шайĕ начар мар..."

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыруран).

Физкультурăпа спорта аталантарасси, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси, спорт шкулĕсемпе спорт залсене, стадионсене тулли хăватпа ĕçлеттересси - Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Ăна пурнăçа кĕртме вара "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç йĕрки" проект тĕрев парать.

Палăртма кăмăллă: республикăри 26 муниципалитет пĕрлĕхĕ хушшинче 2023 çулта физкультурăпа сывлăха тата массăллă спорта аталантарассипе ирттернĕ смотр-конкурсĕнче Патăрьел муниципалитет округĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ялсемпе хуласем наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес, çынсен сывлăхне тĕреклетме, спорт каçалăкĕнче çĕнĕ çитĕнỹ тума кирлĕ услови туса парас тĕлĕшпе çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçлесе пынине 11 енĕпе хак панă. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев:

- Хальхи вăхăтра спорт пурнăç норми пулнине ăнланакансен йышĕ çулсеренех ỹс- се пыни савăнтарать. Смотр-конкурсăн тĕп енĕ шăпах çынсем тăтăшах физкультурăпа, спортпа мĕнле явăçнипе çыхăннă. Çак номинаципе Патăрьел муниципалитет округĕ пĕрремĕш вырăнта. 2023 çулта хăйсен пурнăçне физкультурăпа тата спортпа çыхăнтарнисем - 62 процент (республикипе 57 процент). Урăхла каласан, Раççей Президенчĕ пирĕн умма лартнă тĕллеве - 2030 çул тĕлне хастарлă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шайне 70 процента çитерессине - тултаратпăрах.

Смотр-конкурсра спорт ачасене, çамрăксене, ытти çынсене спорт шкулĕсене, секцисене явăçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пынине хаклани те пур. Ку енĕпе те Патăрьелсем республикăра иккĕмĕш вырăнта. Муниципалитет округĕнче çăмăл атлетикăпа, велоспортпа, ишессипе, кире пуканне йăтассипе, аэробикăпа, волейболлла, футболла выляссипе тата ыттипе те тренерсемпе преподавательсем ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пынине палăртмалла.

 Патăрьел муниципалитет округĕ 2023 çулта Раççей шайĕнче спорт мастерĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе те республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Пĕлтĕр çеç Ранис Кардоновпа Николай Мазяков Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕç.

Кирек мĕнле çитĕнỹ, çĕнтерỹ хăй тĕллĕн çеç пулмасть. Спорт çирĕп кăмăллă, тунă çитĕнỹпе çырлахмасăр малалла ăнтăлакан çынсене кăмăллать. Вĕсем пирĕн сахал мар, мăнаçланмалăх та пур. Çакна çулсеренех Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсене Раççей, республика шайĕнчи пĕрлештернĕ командăсене кĕртни те çирĕплетсе парать.

Чи кирли тата пĕлтерĕшли - Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ хамăр тăрăхра пурăнакансемшĕн физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевпе пысăк тимлĕх, укçа-тенкĕ уйăрни. Иртнĕ çул та муниципалитет бюджечĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 4,08 процентне (республикипе 2,88 процент) çак отрасле аталантарма уйăрнă. Ку тĕлĕшпе те пирĕн округ кăтартуллисен йышĕнче.

Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика