Финанс пĕлĕвĕ пурне те кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:39 Просмотров: 278

Ачасемпе çамрăксене финанс культурине хăнăхтарса пырас тĕлĕшпе шкулсенче сахал мар ĕçлеççĕ. Çак темăна уроксенче, хушма занятисенче хускатаççĕ. Ку хутĕнче муниципалитет шайĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакан 6-11 классене çỹрекен 28 ача хутшăнчĕ.

 "Манăн бизнес-план стартап" проектпа 8 каччăпа хĕр ĕç тăратнă. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти М.Валитова (ертỹçи Ф. Хафизова) çĕнтерỹçĕ пулчĕ. "Финанс ултавĕ" енĕпе 9 ача доклад хатĕрленĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Ильин (Т.Ильина) мала тухрĕ. "Эпĕ - финанс пĕлĕвĕллĕ" темăна 8 çамрăк суйласа илнĕ. Туçари вăтам шкулти О.Сугутская (Л.Карягин) мĕн ыйтнине тĕплĕн пурнăçланă.

Çĕнтерỹçĕсен республикăри наукăпа практика конференцине хутшăнмалла пулать.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика