Çуркуннехи экологи уйăхлăхĕ старт илчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:41 Просмотров: 223

АПРЕЛĔН 8-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче санитарипе экологи уйăхлăхĕ старт илчĕ. Тирпей-илемпе çыхăннă çуркуннехи уйăхлăх Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра иртнĕрен, кашни çын хамăр пурăнакан тавралăхшăн, илемшĕн нихçанхинчен хастартарах тăрăшмалла. Ытти çулсенчи пекех кăçал та çак тапхăрта кашни территори пайĕнчех йывăçсем лартĕç, обществăлла вырăнсене, масарсене, кану паркĕсене, ача-пăча лапамĕсене, юханшывпа кỹлĕ таврашĕсене тата ытти çĕрте те тасатĕç, хăтлăх кỹрĕç, организаци-предприятисенче те субботниксем йĕркелĕç. Çавăн пекех çăлкуçсене те тарăнлатĕç, вĕсем патне пыракан çулсене те тирпейлĕç.

Аса илтеретпĕр: Патăрьел муниципалитет округĕнче те, республикăра та кăçал ку тĕлĕшпе хăйсен хỹтлĕхне илсе тирпейленĕ, хăтлăлатнă çăлкуçа палăртакан конкурс иртет. Пирĕн тăрăхри Пăлана юхса кĕрекен 18 пĕчĕк юханшыв, 31 çăлкуç та хăйсен хуçине тупасса, çĕнтерỹçĕсен йышне кĕрессе шанатпăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика