38 çул сцена çинчен савăнтарнă, халĕ чиркỹре юрлать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:23 Просмотров: 307

 ÇАМРĂКРАХ чухне Патăрьелĕн аслă сцени çинче Елена Викторова культура ĕçченĕ куракана хăйĕн янăравлă та чуна тыткăнлакан сассипе мĕн чухлĕ тĕлĕнтермен-ши? Вăл юрăсене пĕччен те шăрантарнă, Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕнчи хорта та юрланă. 38 çул вăл шăпчăк сассипе куракана тыткăнласа хăйĕн ытамне илнĕ! Саккăрмĕш теçеткене вакланă, Турра çирĕп ĕненсе пурăнакан Елена Егоровна Александр Невский княçе асăнса Патăрьелĕнче лартнă чиркĕве кун сиктермесĕр çỹрет, службăра тăтăшах юрлакансен ушкăнĕпе кĕлĕсем вулать, юрлать. Хисеплĕ те сăпайлă хĕрарăм хальхи вăхăтра Аслă типĕре кĕлĕ çуртне çỹрекенсене хăйĕн илемлĕ сассипе килентерет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика