Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем - сцена çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:28 Просмотров: 310

Патăрьел муниципалитет округĕнче тĕрлĕ наци çыннисен культурипе йăли-йĕркине малалла тăсас, халăхăн туслăхне тата ытларах çирĕплетес тĕллевпе йĕркелекен мероприяти сахал мар. "Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем" фестиваль-конкурс шăпах вĕсенчен пĕри. Кăçал ăна Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче апрелĕн 23-мĕшĕнче ирттереççĕ. Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăксене халалланă мероприяти 18 сехетре пуçланать.

Фестиваль тĕллевĕ - çынсен тĕрлĕ енлĕ творчество пултарулăхне аталантарасси, талантсене тупса палăртасси, çитĕнекен ăрăва, çамрăксене патриотла, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен воспитани парас тĕлĕшпе ырă йăласене упраса хăварасси, коллективсен пултарулăхне, пĕрлĕхне ỹсте- ресси, тĕрлĕ вăхăтри кинофильмсенчи юрă-кĕвĕпе çывăх паллашасси тата ытти те.

Сцена çинчи юрă-ташă тупăшăвне Патăрьелĕнчи мĕн пур харпăрлăх формиллĕ организаци-предприяти коллективĕсем хутшăнаççĕ. Фестиваль условийĕпе килĕшỹллĕн унта хутшăнакансен совет тата Раççей кинофильмĕсенчи юрă-ташăна суйласа илсе (5 минутран ытлашши мар) ăна пысăк ăсталăхпа кăтартмалла. Пĕр организаци темиçе номинаципе те сцена çине тухма пултарать: инструментпа выляса ăсталăха кăтартни, "вокал" (12 çынран кая мар хор, 4 е ытларах çынлă ансамбль, трио, дуэт, солистсем), "хореографи".

 Творчество тупăшăвне хутшăнакан коллективсене жюри тăхăр енĕпе хаклĕ. Ытти çулсенчи пекех çĕнтерỹçĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн кубокĕпе тата дипломĕпе чыслĕç, чи пултарулли Гран-прие тивĕçĕ.

Конкурса хутшăнакансен заявкăсене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне апрелĕн 17-мĕшĕччен тăратмалла.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика