Зонăри тапхăрта палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:18 Просмотров: 181

Канаш хулинчи ачасен ăсталăх шкулĕнче "Асамлă шашка" республика фестивалĕн зонăри тапхăрĕ иртнĕ. Унта Шупашкар, Канаш хулисен, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Тăвай муниципалитет округĕсен вĕрентỹ учрежденийĕсен командисем хутшăннă.

Çĕнтерỹ çăмăллăн килмест. Пĕрремĕш вырăна вара Тăвайĕнчи, иккĕмĕшне Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем тухнă. Вĕрентỹ учрежденийĕн чысне ку хутĕнче Галия Салахова, Динар Гайнуллин, Самир Сабитов, Рифат Куликов хỹтĕленĕ. Командăна Илдар Козлов хатĕрленĕ.

Румия АЙЗАТУЛЛОВА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ

Яндекс.Метрика