Пăшăрхантаракан ыйтусем пĕрлехи вăйпа татăлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:40 Просмотров: 225

 Апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев халăхпа "тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Ăна унăн телеграм-каналĕнче, Контактри страницинче, "Чăваш Республики" ушкăнра, Наци телевиденийĕпе курма, Наци радиовĕпе итлеме май пулчĕ. Çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене маларах Патшалăх порталĕ урлă панă, Контактри "Чăваш Республики" ушкăнра хăварнă. Çавăн пекех эфир пынă чухне те шăнкăравласа çитме май пулнă.

"Тỹрĕ линие" пурĕ 630 ыйту çитнĕ, колл-центр вара 150 ытла йышăннă. Икĕсехет те 27 минута тăсăлнă калаçура Республика Пуçлăхĕ 50-шне уçăмлатнă.

Эфирти пĕрремĕш тема Денис Спирин Шупашкар хула пуçлăхĕн ĕçне мĕншĕн пăрахнипе кăсăкланни пулчĕ. Олег Николаев Денис Спирин маларах усламçăра вăй хунине, кадр конкурсĕ витĕр тухнине асăнчĕ. Ĕçрен кайни хулашăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тумашкăн командăна вăйлатайманнипе, кирлĕ çынсене явăçтарайманнипе çыхăннине каларĕ.

Килсĕр йытăсемпе çыхăннă ыйту та татăлман-ха. Олег Алексеевич Çĕмĕрлере хуçасăр анчăксем валли пункт уçма уйăрнине, вăл 150 вырăнлă пулассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех килсĕр йытăсем нумайланни çынсен явапсăрлăхĕпе çыхăннине те тепĕр хут аса илтерчĕ.

Павел Данилова арестлени пирки те сăмах пуçарчĕç.

- Кун пек пулăмсем - пирĕншĕн пысăк тĕрĕслев. Кашни çыннăн пуçне кĕрсе тĕрĕслеймĕн. Китайра коррупцишĕн "пуç касаççĕ". Анчах ыйтăва татса паман, вăл Раççейре татах та пулĕ. Малашне тĕрĕслевсем ирттеме çĕнĕ мелсем те пулĕç. Коррупци пирки пĕлтерсен Правительствăра тав тăвĕç, - терĕ Олег Алексеевич.

Ача усрава илекенсене паракан пособи пирки те кăсăкланчĕç. Республика Пуçлăхĕ ыйтăва уçăмлатни, хальхи вăхăтра ку енĕпе пысăк ĕçсем туни, патшалăх пулăшăвне илекенсен йывăрлăх пулмалла марри пирки пĕлтерчĕ.

Чăваш Енре кĕрхи культурăсен пысăк пайĕ юр айĕнче пĕтни, çавна май çĕр ĕçченĕсем тăкак тỹсни пирки те ыйту пулчĕ. Олег Николаев ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем 70 тĕрлĕ пулăшупа усă курма пултарнине, регионта хăйсен ĕçне пуçарнисене нумай енлĕ тĕрев панине, ыттисенче унашкалли çуккине, кĕрхи культура шар кăтартнисене те хушма тимлĕх уйăрма май шыранине палăртрĕ.

Ялсем пĕтесрен республикăра мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки те хускатрĕç.

- Ку ыйтăва кĕскен хуравлама май çук. Яла илес пулсан, чи малтан ял экономикине пăхмалла, ку вара чи малтан ял хуçалăх отраслĕпе çыхăннă. Ку енĕпе пысăк ĕçсем иртеççĕ. Ял хуçалăх продукцине республикăрах реализацилеме тăрăшатпăр.

Çынсем ĕçлеççĕ пулсан шыв, çул кирлĕ вĕсене. Ку ыйтусене пуçаруллă бюджет пулăшнипе татса пыратпăр. Клубсем тума уйрăм программа ĕçлет. Пуян регионсем те эпир çак енĕпе ĕçленинчен тĕлĕнеççĕ. Модельлĕ библиотекăсем, ФАПсем туни, транспортпа тивĕçтерни... Çынсем хăçан ялта пурăнма юлаççĕ? Ыранхи куна шанса тăрсан. Ял ачисем те патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 100 баллăх тытнипе палăраççĕ. Ку эпир тĕрĕс çулпа пынине кăтартать, - терĕ Олег Алексеевич.

Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти ыйтăва та туллин хуравларĕ. Çынсене хăйсене пăшăрхантаракан темăсене хускатнăшăн, хастарлăхшăн тав турĕ.Çакнашкал çыхăну пĕр-пĕринпе çывăхрах пулма пулăшнине каларĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика