«Малаховран 100 çулхи юбилей саламне илтес килетчĕ, анчах вăтантăм...»

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 11:01 Просмотров: 17

Çапла шÿтлерех пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьелĕнче пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранĕ Вера Петровна Седойкина. Куçĕ витĕр курмасть пулин те вăл Мускав телевиденийĕпе Андрей Малахов ертсе пыракан музыка кăларăмĕсене пĕр сиктермесĕр пăхать, итлет. «Кăларăм ертÿçи патне шăнкăравласан çĕршыв корреспонденчĕсем хам пата килесрен вăтантăм...» — ăшшăн кулчĕ Вера Петровна пĕр ĕмĕрхи юбилей умĕнхи вăрттăн шухăшне уççăн палăртса.

«44 çул çăварта пĕр шăл та çук. Анчах та ăсăм-тăнăм пурришĕн савăнатăп», — тет хăйне хак парса Вера Седойкина ĕç ветеранĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче хăйĕн чи çывăх çыннисене 100 çулхи юбилей кĕрекине пуçтарма хатĕрленекен кинемейĕн ăстăнĕпе кăмăл-туйăмĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Вера Петровна хăйне ас тума пуçланăранпа кашни пулăма, паллăна ĕнер пулнă пекех пĕр чăрмавсăр каласа парать.

Турă хĕр ачана чăнласах та амăшĕн ÿтĕнчен уйрăлса тухса сас панă хыççăнах вăрăм ĕмĕр, мĕн ватăличчен тăнпа арпашăнмасăр пурăнма сунса чуп тунă пуль...

Тĕл пулу пуçламăшĕнчех Вера Петровнăран вăрăм ĕмĕрĕн «рецептне» ыйтрăм. Виçĕ ача амăшĕ 100 çула çитни çеç мар, паянхи кун та тĕлĕнмелле хавхаланупа пурăнни те, вăл ăсра, пуçра сăвăсем шăрçалани, вĕсене пăхмасăр калани те тĕлĕнтерчĕ! «Нимĕнле вăрттăн рецепт та çук. Вăхăтĕнче выçă та, тутă та пулнă. Мăшăр та (йывăр тăпри çăмăл пултăр) алă çинче йăтса çÿремен, чĕрĕ чечексем парса та (кулать) хавхалантарман... Çÿлти Пÿлĕхĕн ирĕкĕ çапла пулчĕ-тĕр...» — уçăлса калаçрĕ сывлăх хуралĕн системинче 40 çул ытла тăрăшнă ватă.

Вера Седойкина — Патăрьел кинĕ, Юхма ене Тутарстанран качча килнĕ. Ачалăхĕ Пăва районĕнчи Ембулатово текен вырăс ялĕпе çыхăннă. Виççĕн пĕр тăван ÿснĕ вĕсем: икĕ пиччĕшĕ тата вăл. Çемьере Вера кĕçĕнни, анчах ачашши пулайман. Сĕт шăлĕ ÿксе пĕтичченех, шăмшак çирĕ пленичченех уй-хир ĕçне явăçнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулах (15ре пулнă) аслисемпе тан колхоза ĕçе утнине аса илчĕ. Вырмара çĕр кĕлте тусан тыл хастарĕсене виçĕ ĕç кунĕ лартнă. Намăса юлас мар тесе пуç çĕклеми тăрăшнă хĕрупраçсем.

«Малаховран 100 çулхи юбилей саламне илтес килетчĕ, анчах вăтантăм...»

Çапла шÿтлерех пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьелĕнче пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранĕ Вера Петровна Седойкина.

Куçĕ витĕр курмасть пулин те вăл Мускав телевиденийĕпе Андрей Малахов ертсе пыракан музыка кăларăмĕсене пĕр сиктермесĕр пăхать, итлет. «Кăларăм ертÿçи патне шăнкăравласан çĕршыв корреспонденчĕсем хам пата килесрен вăтантăм...» — ăшшăн кулчĕ Вера Петровна пĕр ĕмĕрхи юбилей умĕнхи вăрттăн шухăшне уççăн палăртса.

«44 çул çăварта пĕр шăл та çук. Анчах та ăсăм-тăнăм пурришĕн савăнатăп», — тет хăйне хак парса Вера Седойкина ĕç ветеранĕ

Тыр-пул пусси килтен аякра вырнаçнă. Çÿреме инçе пулнăран чылай чухне ĕшеннĕскерсем, хиртех çĕр каçнă. Юрать, кунне пĕр хутчен колхоз апат çитернĕ. Ытти чухне вара хырăма мĕнпе те пулин çеç улталанă...

Маларах Верăсен çемйинче ашшĕ-амăшĕ нушине пăхмасăрах хуçалăхра ĕне те усранă. Чĕлхесĕр янавар шыва путса вилнĕ хыççăн çемьешĕн йывăрлăх тухса тăни каламасăрах паллă. Çитменнине тата вĕсене колхоза кĕменнипе кулаксем тесе мĕн пур выльăхне, пурлăхне, кĕлечĕсене, картишне кĕмелли хапхине те илсе, сÿтсе кайнă. Чун пулсан чул хушшинче те пурăнать, тенĕ евĕр, çемье пур пĕрех выçлăхпа шар курман.

Çын пуласси ачаран паллă теççĕ. Вера шкулта чухнех кĕнекене «чун апачĕ» вырăнне йышăнса пĕрин хыççăн теприне «шĕкĕлченĕ». Кашни виçĕ кунта пĕрре библиотекăна çÿренĕ. Хăшĕн-пĕрин содержанине паян та каласа пама пултарать 100 çулхи ĕç ветеранĕ. Вăрçă çулĕсенче шкул хыççăн вĕренме кайма та çăмăлах пулман. Апла пулин те хĕр ача ун чухнех умма çирĕп тĕллев лартнă, медсестра профессине алла илес тĕллевпе Пăвари медицина шкулне вĕренме кĕнĕ.

1945 çулта алла медсестра документне илнĕ çамрăк специалиста Карелипе Фин тăрăхне ĕçлеме янă. Анчах унта тĕпленсе ĕçлеме май килмен, ашшĕ чирленĕ хыççăн хĕр çемьене каялла таврăннă. Пиччĕшĕ Патăрьел тăрăхĕнче çĕвĕ мастерскойĕнче ĕçленĕрен, вăл та Юхма ене килнĕ, Шăнкăртамри туберкулез больницине вырнаçнă. Çак коллективра пĕр улшăнмасăр 44 çул медицина сестринче тăрăшнă, сывлăх хуралĕн ĕçченĕ коллективра та, районта та пысăк хисеп çĕнсе илнĕ.

— Вăрçă хыççăн ĕçлеме те, пурăнма та çăмăлах марччĕ. Çамрăксемпе общежитинче пурăнаттăмăр. Çурта хутма вуттине хамăр хатĕрленĕ, вăрмана çÿренĕ. Пÿлĕмсенче сивĕччĕ. Тăраниччен çиме çăкăр çитместчĕ. Сельпо пире пĕр вăхăт çичшер килограмм отруби уйăратчĕ. Унтан пашалу е ытти çимĕç пĕçернĕ. Дежурствăра чухне врач çăкăр пайокĕ валеçетчĕ. Ăна питĕ хĕрхенсе çинине паянхи пек ас тăватăп. Больницăра ытларах тĕрме çыннисемччĕ. Вĕсен психологийĕ те, тыткаларăшĕ те хăйне евĕр йывăр пулнăран ĕçлеме çăмăл марччĕ. Кашни сменăна шикленсе ĕçе кĕреттĕмĕр, ĕçрен савăнса тухаттăмăр.

1951 çулччен Шăнкăртамра общежитинче пурăнтăм. Кайран вара мана шăпа йăл кулчĕ темелле-ши? Пулас мăшăрăм, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Виталий Васильевич Седойкин, кино кăтартма çÿретчĕ. Вăл та çур ĕмĕр çак ĕçре тăрăшрĕ. Малтанласа эпир каччăпа пĕр чĕлхе тупрăмăр. Каярахпа вăл мана кино курма тÿлевсĕр кĕртсе яратчĕ. Юлашкинчен тĕл пулкаларăмăр та вăл мана мăшăр пулма сĕнчĕ. Çапла Патăрьел кинĕ пулса тăтăм,— пĕр такăнмасăр каласа пачĕ Вера Петровна хăйĕн пурнăçĕн сыпăкĕ сем пирки. Çемье пурнăçĕ никамăн та пыл та çу çеç иртмест. Седойкинсем те Патăрьелĕнче çурт-йĕрне çавăрнă, ачисене ÿстернĕ вăхăтра йывăрлăхсем сахал мар пулнă. Анчах та вĕсене яланах пĕрлехи килĕшÿпе парăнтарса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем 65 çул килĕштерсе пурăннă! Çав вăхăтрах Василийпе Юрăна, Антонинăна ура çине тăратса аслă çул çине кăларнă. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн çемье. Асламăшпе кукамăшĕ патне ачисем çеç мар, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те килсех çÿреççĕ.

Сăмах май каласан, пĕр ĕмĕр тултаракан ватă вĕсене пурне те ятран çеç мар, миçемĕш çулта, хăш уйăхра, числора çуралнисене те асра тытать. Ăс-тăнне мăкалма памасть ватă. Кашни кун пуçне ĕçлеттермелли занятисене хăйех шыраса тупать.

— Турă мана вăрăм ĕмĕр пиллерĕ, çăварти шăлсем вара çамрăклах ÿксе пĕтрĕç. Хĕрĕх çул ытла эпĕ пĕр шăлсăр пурăнатăп. Ăна ирсерен тасатасси çук (кулать). Протеза тăхăнма хăнăхаймарăм.

Пĕр хăнара ăна çĕклесе çапса хăвартăм та çавăнтанпа шăл тунипе çеç апата «авăртатăп». Шăлсăр та çĕр çула çитрĕм. Чунăм вун çиччĕрех мар та, çапах хам 100 çул тултарнине ĕненес те килмест. Патăрьелĕнчен Шăнкăртама куллен çанталăка пăхмасăр вуншар çухрăм ытла ĕçе утаттăм, ывăннине туймастăм. Паян вара «окошка чи çывăх подружка» пулса тăчĕ. Куллен кантăк патне темиçе те хутлатăп. Пĕлтĕр çулла хама тăтăш пăхакан Антонинăна пахчара пулăшма та вăйăм пурччĕ. Кăçал ăнсăртран ÿксе аманнă хыççăн пулăшаймарăм,— питĕ лайăх шухăш-кăмăлпа вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне 100 çулхи хисеплĕ сывлăх хуралĕн ветеранĕ.

Альбина Егорова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика