Патăрьелĕнче çулталăкне 30 пин тонна çÿп-çапа сортласа тирпейлекен комплекса хăпартасси малалла пырать. Хальхи вăхăтра кунта тĕп корпусăн тимĕр конструкцине хатĕрлеççĕ. Виçекен хатĕрсем валли платформа тăваççĕ, пысăк калăпăшлă каяшсен лапамне бетон сараççĕ. Канализацин тулти сечĕсен 95 процентне, шывпа тивĕçтерессин 90 процентне вĕçленĕ. Ку уйăхра территорие хăтлăх кĕртессипе те тăрăшма пуçламалла.
Комплексри строительство ĕçĕсемпе «Единая Россия» партин «Таса çĕршыв» проекчĕн членĕсем — Патăрьел муниципалитет округĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, çут çанталăка сыхлакан прокурор Николай Костенко — паллашнă. Объекта кăçалхи ноябрь уйăхĕнче хута ямалла. Шел пулин те, хальлĕхе 40-45 проценчĕ çеç хатĕр. Тулли мар яваплă «Воддорстрой» пĕрлешĕве ĕçе хăвăртлатма, палăрнă вăхăт валли ĕлкĕртме каланă. Паяна кунта виçĕ бригада тăрăшать.
Август 2026 |
