Ял çĕнелет, хăтлăланать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:16 Просмотров: 20

Кзыл Камышра пурăнакансемшĕн июлĕн 24-мĕшĕ хăйне майлă уяв пулчĕ. Ял çак кун шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Кун валли сăлтавĕсем те пулчĕç.

Паттăрсем манăçа тухмаççĕ нихçан

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене çапса аркатассишĕн çапăçнă кашни салтака сума сăвасси — паян çĕр çинче пурăнакансен тивĕçĕсенчен пĕри. Кзыл Камышра çакна яланах асра тытаççĕ. Кунта унччен те паттăрсене асăнса лартнă палăк пулнă, анчах вăл кивелнĕ. Çакна шута илсе ăна çĕнетме шут тытнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе ĕçлесе кайнă «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа шăпах вырăнлă та пулнă. Дамир Алеев староста тăрăшнипе халăхран 202318,05 тенкĕ пухнă, республика бюджетĕнчен — 809272,15 тенкĕ, вырăнти хыснаран 337196,73 тенкĕ уйăрнă. Кĕске вăхăтра палăка тĕпрен юсанă, территорие брусчатка сарса илемлетнĕ. Пуçарулăхпа пурнăçа кĕрекен ĕçе ял хастарĕсем, староста, çавăн пекех Общество палатин членĕсем сăнасах, тĕрĕслесех тăнă.

Çĕнетнĕ палăк умне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, Леонид Кузнецов индивидуаллă предприниматель тата ытти сумлă хăнасемпе ял çыннисем чечексем хучĕç.

Ватти-вĕтти çĕнелнĕ

клубшăн савăнать

Культура çурчĕ çĕнелни урамранах паллă. Фасадне, тăррине улăштарнă май илĕртÿллĕ курăнать. Шалти пÿлĕмсен вырнаçăвне те урăхларах тунăран хăтлă та илемлĕ. Урай малтан йывăç хăмаран пулнă, ун вырăнне керамика плиткисем сарнă. Ăшă тата электричество тивĕçтерĕвне тĕпрен юсанă. Малтанхи клубпа хальхи çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăм.

Юсав ĕçне 2025 çулта Чăваш Республикин «Культура аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн «Энергострой» пĕрлешÿ пурнăçланă. Кăçал техникăпа пурлăх базине «Вырăнти культура çурчĕ» проектпа пуянлатнă: компьютерпа музыка хатĕрĕсем, сĕтел-пукан, сцена валли уйрăм тата наци тумĕсене туяннă.

Клубра халь савăнма, тĕрлĕ кружок йĕркелеме пур услови те çителĕклĕ. Пĕр пÿлĕмре иртнĕ ĕмĕрти йăла-йĕркене, пурнăçа сăнлакан музей те йĕркеленĕ. Аслисемшĕн аса илмелли, кĕçĕннисешĕн курмалли нумай.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене те халăх вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Неонацистсемпе кĕрешекенсене хÿтĕлев сеткисем ялан кирлине шута илсе вĕсене çыхассине йĕркеленĕ. Кзыл Камышра пурăнакансем патне пулăшма кÿршĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи Гелия Хамдеевăпа Ираида Глухова та çÿреççĕ. Хăтлă та çутă клубра малашне ĕç тата кал-кал каясса шанса тăраççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, Леонид Кузнецов индивидуаллă предприниматель çĕнетнĕ культура çурчĕпе паллашнă май клуб малашне те халăхăн юратнă вырăнĕ пуласса, тĕрлĕ мероприяти иртессе шаннине каларĕç. Ĕçре палăрнисем наградăсене тивĕçрĕç.

Çĕнелнĕ клубра вырăнти артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Сывлăха сутмаççĕ

пасарта, тĕрĕсле ăна юнашартах

Халăха хапăл туса алăк уçнă клуб умĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе иккĕмĕш çул ĕçлекен «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем, акушер-гинеколог, невролог тата ытти тухтăрсем консультацисем пачĕç, юн пусăмне, куç давленине виçрĕç, юнри сахăр, холестерин шайне тĕрĕслерĕç. Ял çыннисем ниçта каймасăрах сывлăха тĕрĕслеттерме май пурришĕн хĕпĕртерĕç.

«Сывлăх патне утăм» проект малалла пырать, паян сывлăх хуралĕн специалисчĕсем мобильлĕ ушкăнпа Кзыл Чишмара ĕçлеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика