Интервью
2026 çулхи сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен сасăлавĕ. Яваплă тапхăрччен шутлă кунсем çеç юлчĕç.
Паян «Авангард» хаçатăн «тĕпелне» йыхравланă Вера Валентиновна Исаковашăн кашни суйлав пысăк яваплăхпа çеç çыхăнман, уншăн сасăлав кунĕ хăйне евĕр уяв. Уçă калаçура çакна вăл чун-чĕререн палăртрĕ.
— Вера Валентиновна, общество пурнăçĕнче сирĕн хастарлăхăра, пултарулăхăра сахал мар курса хак панă-ха. Эсир хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмне те ертсе пыратăр, сцена ăсти, Нăрваш Шăхалĕнче театр студине те чĕртсе ятăр. Ĕçрен пушă вăхăтра алмаз мозаикипе тĕрĕсем ăсталатăр, «микрофлора» тĕнчипе кăсăкланатăр тата ытти те. Çав вăхăтрах 20 çул ытла вырăнти участокри комиссинче хăвăрăн хастарлăхăра кăтартатăр. Сирĕн чун-чĕрере çак яваплă ĕç еплерех тĕвĕленсе аталанса пынă-ши?
— Ас тăватăп: чылай çамрăкчĕ эпĕ ун чухне. Чăн малтанах мана суйлав комиссийĕн членĕ пулма шанчĕç. Маншăн çакă та асра юлнă. Комиссинче кашнийĕ хăйĕн тивĕçне çав тери яваплăхпа пурнăçлать, суйлава килекенпе сăпайлă, кăмăллă калаçать. Калăн, пысăк ялта пурте хурăнташ. Манăн та вĕсем пек пулас килчĕ.
— Комиссинчи пĕрремĕш тивĕç, комисси членĕ пулни, сирĕн шалти кăмăл-туйăма улăштарма пултарчĕ-и?
— Паллах. Ун чухне те çынсем суйлава капăр тумпа, мăшăрпа, çемьепе, ачасемпе килетчĕç. Вĕсем çине пăхсан чун савăнатчĕ. Çав вăхăтра маншăн суйлав праçниксен праçникĕ евĕрччĕ. Халĕ çак туйăм вăйланса çеç пырать.
Сăмах май каласан, 2018 çултанпа эпĕ хамăрăн участокри комиссин председателĕ шутланатăп. Маларах секретарьте те тăрăшрăм.
— Вера Валентиновна, эсир кашни суйлаврах участока килекенсене кăсăклă та хаваслă пултăр тесе «сюрпризсем» хатĕрлетĕр...
— Çапла, кашни суйлаврах участока килекен çынсен кăмăлне тупма тăрăшатпăр. Иртнĕ çул та сасăлав кунĕсем чăн-чăн уяв пекех иртрĕç. Пысăк «Мишка-пукане» пурин кăмăлне те тупма тăрăшрĕ. Суйлава килекенсене малтанхи кунĕнче чăваш кĕписемпе, ытти кунсенче çамрăксен тумĕпе, хут купăссемпе, юрласа та ташласа кĕтсе илетпĕр, ăсатса яратпăр. Чăтса тăрайманнисем пирĕнпе пĕрле юрлаççĕ те, ташлаççĕ те...
— Эсир суйлав системин пĕр пайĕ. Çакна мĕнле хак паратăр?
— Çĕршыв, республика, округ пуласлăхĕ, ялти хăтлă пурнăç кашни çынран, унăн хастарлăхĕнчен, сасăлава хутшăнса хăйĕн шухăшне палăртнинчен килет. Хамăн тивĕçĕме тÿрĕ чунпа пурнăçлани мана киленĕç çеç кÿрет.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă.
Август 2026 |
