Патăрьел муниципалитет округĕнче кашни территори пайĕнче территорири общество хăй тытăмлăхне — ТОС — йĕркеленĕ. 2024 çулхи декабрьтен пуçласа çакнашкал пĕрлĕх Первомайскисен те пур. Урăхла каласан, çак ялта пурăнакансем хăйсен ирĕкĕпе пĕр чăмăра пĕрлешсе пĕрлехи ыйтусене татса параççĕ, ял хăтлăлăхне улăштарас, урамсемпе обществăлла вырăнсене тирпей-илем кÿрес тата ытти ыйтăва татса парас тесе пĕр çын пек пулса тăрăшаççĕ.
Первомайски территори пайĕнчи пысăк ялта юридика саккунĕпе килĕшÿллĕн старт илнĕ общество хăй тытăмлăхне паянхи куна 760 ентеш хăйсен ирĕкĕпе ТОСа пĕрлешнĕ. Ăна йĕркелесе янăранпах ял хастарĕ Алексей Емельянов врач-стоматолог ертсе пырать. Яваплă ĕçре унăн мăшăрĕ — «Шуçăм» ача сачĕн заведующийĕнче чĕрĕк ĕмĕр тăрăшакан Надежда Александровна — сылтăм алă вырăнĕнче, ертÿçĕн çумĕ шутланать. Çак кунсенче Надежда Емельяновăпа тĕл пулма, Первомайски ял аталанăвĕшĕн кар тăрса тăрăшакан территорири общество хăй тытăмлăхĕн канашĕн ăнăçлăхĕ пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме май килчĕ:
— Ял халăхĕн пурнăçне ырă енне улăштарма, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăлатма йĕркеленĕ общество организацийĕ малтанхи кунран пуçласах тулли хăватпа ĕçлесе кайрĕ. Çакă чăн малтанах ТОС канашĕн членĕсенчен килет. Вĕсем пурте хамăр ялшăн чун-чĕререн кар тăракан хастарсем: Вячеслав Чернышев шкул директорĕ, Владимир Верликов клуб заведующийĕ, ялăн хисеплĕ çынни Иван Дикин, Арсентий Иванов опытлă староста, Александр Казенов усламçă. Вĕсемпе юнашарах эпир мăшăрăмпа та çак йышрах.
Ял халăхĕшĕн, çынсемшĕн çак пĕрлĕх çĕнĕлĕх. Ăна саккунлă майпа уçнă, пирĕн хамăрăн ятарлă счет пур пулин те, хальлĕхе эпир укçа-тенкĕрен мар, кăмăл-туйăмран пуян. Çавăнпа та эпир ТОС членĕсен пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе, уйрăм çынсен пулăшăвĕпе чылай ĕç туса пыратпăр, обществăлла мероприятисене те тăтăшах пĕр команда пулса хутшăнатпăр. Вĕсенчен хăшне-пĕрне палăртмасăр та хăварас килмест.
Чиркÿ яланах ял илемĕ шутланнă. Çавăнпа та кĕлĕ çурчĕн таврашне хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе общество хăй тытăмлăхĕн членĕсем кар тăрса пысăк ĕç турĕç. Ĕлĕкхи тĕне кĕмен чăвашсен масарĕ вырăнĕнче асăну чулĕ вырнаçтарчĕç, тепĕр масар вырăнне хĕрес лартрĕç. Çакă ял историйĕшĕн, кунта пурăнакансем хăйсен тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.
Юлашки вăхăтра ял урамĕсем тирпейленсе, хăтлăланса пынине палăртмалла. Çак ĕçре каллех чăн малтанах пирĕн ТОС пуçарăвĕ пысăк. Акă, ялти пушар деповĕ çывăхĕнчи пĕвене тасатса йĕри-тавра йывăçсем лартрĕç. Малашлăхра кунта чун киленĕçне тупмалли, канмалли вырăн тăвасшăн. Ял хапхи патĕнчи пĕве те çулсерен типсе пырать. Аслă Арапуçсем ăна та шывсăр хăварасшăн мар. Ку тĕлĕшпе те хамăр пуçарупа программăна хутшăнасшăн. Ача-пăча лапамĕсем çукки те ялта пурăнакансене пăшăрхантарать. Пĕрлехи вăйпа çак çивĕч ыйтăва та татса пама пулать тесе шутлатпăр,— çапла пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ТОС ертÿçин çумĕ Надежда Емельянова.
Первомайскинче общество хăй тытăмлăхне йĕркелесе юридика пĕлтерĕшлĕ тытăм туса хуни тÿрех пурнăçри ыйтусене пĕтĕмпех татаймĕ, паллах. Уншăн вĕсен хăйсен тăрăшма, пĕрлĕхе тата ытларах çирĕплетме, пуянлатма тивет. Ял халăхне пăшăрхантаракан тĕрлĕрен проблемăна уçăмлатас тесен грантсене, конкурссене хутшăнмалла, хăйсен шухăш çивĕчлĕхне, программăна кирлĕ комиссине çитермелле, хăйсен хастарлăхне социаллă сетьсенче те кăтармалла тата ытти те. Ĕçе хăй еккипе çеç илсе пынипе улшăну пулас çук. Ку тĕлĕшпе Первомайскисен ĕмĕт-тĕллевĕ, ăнтăлăвĕ пысăк. Вĕсем ырă улшăнушăн кар тăрса ĕçлеççĕ. Çакна Первомайски территори пайĕн пуçлăхĕ Наталия Ермошкина та çирĕплетрĕ:
— Ялта ТОС йĕркеленсе кайнăранпа пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсем чăннипех те чуна савăнтараççĕ. Кăçал çеç вĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçăра вилнĕ паттăрсене асăнса лартнă палăк умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемне уçрĕç. Сăмах май каласан, çак территоринчех вырнаçнă «Эпĕ Первомайски ялне юрататăп» стеллăна та виçĕ çул каялла Емельяновсен çемйин пуçарăвĕпе, ял хастарĕсемпе кар тăрса лартрĕç.
Пирĕн ТОС чăн малтанах культура ыйтăвĕпе Раççей Президенчĕн гранчĕн фончĕ йĕркелекен проекта хутшăнчĕ. Шел, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме темиçе балл çеç çитмерĕ. Тимченко фондне шашка-шахмат енĕпе тепĕр проект тăратнă. Çак кунсенче çеç ырă хыпар çитрĕ. Первомайскинчи ТОС 300 пин тенке яхăн грант выляса илнĕ. Ăна ачасемпе çамрăксене шахмат вăййине явăçтарма усă курасшăн. Юлашкинчен «Чистый берег — чистая душа» проекта конкурса тăратнă. Упине тытмасăрах тирне сÿмеççĕ теççĕ пулин те, çулталăк вĕçлениччен конкурс пирки ăнăçлă хурав килсен çĕнсе илнĕ укçи-тенкине кÿлĕ таврашне хăтлăх кĕртме ярасшăн. Ĕмĕтсем пысăк. ТОСăн ĕçри опычĕ пуянланса пынăçемĕн ытти конкурссене те хутшăнасшăн.
Территорири общество хăй тытăмлăхĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе спорт мероприятийĕсем, тĕл пулусем те кăсăклă та пуян иртеççĕ. Çавна май ял çыннисен хастарлăхĕ пысăкланни те савăнтарать.
Ĕçе хăй еккипе çеç илсе пынипе ырă улшăну пулмĕ. ТОС Первомайскисене тата ытларах пĕрлештернĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
