ÇĂВА тухнăранпа урамра мотоциклсемпе питбайксем пăвансем пек нăйлатса çÿреççĕ. Вĕсенчен кăнтăрла кăна мар, каçпа та канăçлăх çук. Руль умне ларакансем хушшинче ытларах çамрăксем. Хăшĕ-пĕри çул-йĕр правилине те йĕркеллĕ пĕлмест, анчах ярăнма тухать. Пуçа ятарлă шлем тăхăнмалли пирки те манаççĕ. Е тата хÿтĕлев хатĕрĕ водителĕн пур, пассажирăн — çук. Пурнăç вара никамăн та иккĕ мар...
Республикăра «Питбайк-2026: тĕрĕслев тата хăрушсăрлăх» акци иртет. Вĕрентÿ министерствипе Патшалăх автоинспекцийĕ çул çитменнисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем йĕркелеме палăртнă. Вĕсем питбайк спорт инвентарĕ пулнине, çулпа çÿремелли транспорт маррине, унпа урамра ярăнни пурнăçшăн хăрушлăх кăларнине ăнлантарса параççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
