Ăшă салам кăмăла çĕклет

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:41 Просмотров: 15

Округри Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем хăйсен йышĕнчи юбилярсене килĕсене кайсах саламлассине йăлана кĕртнĕ. Нумай пулмасть Владимир Паймуллин, Анатолий Казенов, Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Марков протоиерей Анат Туçари Петр Баранова 90 çул тултарнă ятпа чысланă.

Петр Семенович Канаш тăрăхĕнче 1936 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1941 çулта ашшĕпе амăшĕ тăван ялне, Анат Туçана, каялла куçса килнĕ. Шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кемерово облаçĕнчи Прокопьевск хулинче забойщика вĕреннĕ. Пĕр вăхăт алла илнĕ профессипе Сталин ячĕллĕ шахтăра вăй хунă.

1955 çулта Анат Туçа каччине салтака кайма ят тухнă. Çар тивĕçне Лăпкă тинĕс флотĕнче аслă торпедист пулса пурнăçланă. Корабльсемпе шыв айĕнчен ишекен кимĕсем валли хатĕрленĕ çар торпедисене тĕрĕсленĕ. 1959 çулхи ноябрь уйăхĕнче аслă матрос килне таврăннă. Телей ют çĕрте шыраман, «Гвардеец» колхозра ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, анчах яланах тăрăшулăхпа, шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçланипе палăрнă. Петр Баранов округăн Хисеп хăминче пулнă, 1979 çулта «Районти чи лайăх бригадир» ята илнĕ. Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн Хисеп грамоти те пур.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика