Сасăлава яланах утнă савăк кăмăлпа

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 11:08 Просмотров: 17

— Кашни çыннăн пурнăçĕнче паллă пулăм, асра юлакан самант пур. Маншăн тĕрлĕ çулта тĕрлĕ шайра иртекен суйлав кунĕ яланах пысăк яваплăхпа, çав вăхăтрах савăк кăмăлпа та çыхăннă. Мĕншĕн тесен тăван çĕршыв, республика, округ пуласлăхĕшĕн хамăрăн сассăмăра пани кирлех,— çакăн пек çирĕп шухăшсемпе пуçларĕ калаçăва Хурама Твар ялĕнчи суйлав участокĕн председателĕнче нумай çул тăрăшакан Наталья Владимировна Лисова.

28 çул каялла ялта «Красная Поляна» колхоз бухгалтерĕнче тăрăшакан çамрăк та хастар специалиста ялти суйлав участокĕн членĕ пулса ĕçлеме шаннă. «Яваплă тивĕçе пуçăниччен малтанах шиклентĕм. Суйлав тапхăрĕ ăнăçлă тата пахалăхлă иртсе кайнине кура-ши тепĕр сасăлаврах мана хамăрăн участокра председатель пулма шанчĕç. Халĕ, акă участоксене пĕрлештернĕ хыççăн Турханта та çак тивĕçе малалла тăсма хамах шанчĕç,— калаçăва малалла тăсрĕ хастар общественник, СВО участникĕн (шел, ывăлĕ паттăрла вилĕмпе пуçне хучĕ) амăшĕ.

Обществăшăн пархатарлă ĕç туни ял-йыш умĕнче яланах сумлă, хисеплĕ. Наталья Владимировна ĕçĕпе пурте кăмăллă. Унăн ăшăлăхĕпе ырă кăмăллăхĕ, ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕ пурне те хăй патне туртать. Пушă вăхăта нихăçан та алă усса ларса ирттермест кил хуçи хĕрарăмĕ. СВОри салтаксем валли сетка çыхма хутшăнать, субботниксенчен, ытти мероприятисенчен те пăрăнса юлмасть.

Кил-тĕрешре те яланах тирпейлĕ те хăтлă. Сăмах май каласан, ялта СВО паттăрĕсене асăнса халăх вăйĕпе тунă Асăну аллейине (ăна Иван Лисов, Федор Лисов, Николай Сымов паттăрсен ячĕпе уçнă) тирпейлесе, тасатса, пăхса тăрассине те хăйĕн яваплăхĕ çине илнĕ.

Наталья Владимировна суйлавăн малтанхи тапхăрĕсене сăпайлăн çеç аса илчĕ. «Хальхи вăхăтри суйлавпа 28 çул каяллахин йĕрки пĕр пулин те кăткăслăхĕпе ăрасна. Ун чухне комисси членĕсен пурне те алă вĕççĕн, питĕ тимлĕ шутласа пурнăçлама тиветчĕ.

Интернет тапхăрĕ вăй илсен ĕç ансатланчĕ. Йăнăшсене те шыраса тупма çăмăл. Ун чухне вара пĕр бюллетень шучĕ тухмасан темиçе хут шутланă, çапла йăнăша тÿрлетнĕ»,— аса илчĕ вăл малтанхи çулсенчи суйлав кунĕсене.

Пурнăçра эпир чылай чухне хамăра кирлине, тивĕçтерекеннине, лайăх кăтарту тума пултаракан варианта суйласа илетпĕр. Суйлав кунĕнче бюллетеньсенчи паллă пирĕн малашлăха уçăмлатма, пурнăç хăтлăхне тума пулăшнине çирĕп пĕлет вăтăр çула яхăн участокра тăрăшакан Наталья Лисова. Ахальтен мар вăл общество ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланăшăн РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хутне илме те тивĕçнĕ.

Альбина Николаева

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика