Каçхи сакăр сехет çитеспе Анат Тăрмăшĕнчи клуба «СВОи Батыревский район» волонтерĕсемпе пĕрле çитрĕмĕр. Хÿтĕлев сеткисем çыхакансем пĕчченшерĕн, иккĕн-виççĕн те клуба васкаса килчĕç. Кашнийĕн аллинче салтаксем валли кучченеç чикнĕ хутаç. Пухăнса çитсенех пысăк та кирлĕ ĕçе пикенчĕç: пĕрисем лентăсене кĕске татăксем туса касрĕç, теприсем хăйăва витĕр кăларма шăтăк турĕç, виççĕмĕшсем çыхрĕç. Пăхса тăракан никам та çук. Куç умĕнчех неонацистсемпе кĕрешекенсен пурнăçне хÿтĕлекен тетĕле хатĕрлерĕç.
Çĕньял территори пайне кĕрекен Çăл Атăкпа Анат Тăрмăшĕнче пурăнакансем виçĕ çул каялла, апрель уйăхĕнче сеткăсем çыхма пуçланă.
— Çĕньялта маларах ку ĕçе пуçăнчĕç. Халăх пуçарăвĕпе эпир те хÿтĕлев хатĕрĕсене çыхма пуçларăмăр. Ялти алă ăстисем ĕçе çăмăллатма та майсем тупрĕç: Юрий Александров спандпонда (сеткăсене шăпах çак материалтан хатĕрлеççĕ) касакан, Александр Едриванов сетка çыхмалли станоксем турĕç. Малтанласа 12 метр тăршшĕ, 6 метр сарлакăш тетĕлсем хатĕрлеттĕмĕр, ун пеккине 60 штук çыхнă. Халĕ салтаксем ыйтнпипе 3х6 метрлине тăватпăр. 250 яхăн сетка ăсатнă. Ĕçе пикеннĕренпе кашни эрнере икĕ кун çынсем клуба утаççĕ, çумăра та, çил-тăмана та, çулла килте пушă вăхăт сахаллине те пăхмаççĕ. Сăмах май, нумайăшĕ выльăх та йышлă тытать, çамрăксем ĕçе те çÿреççĕ, апла пулсан та килеççĕ. Хушăран 60 çын та пухăнать. Паян, акă, 30-ăн килнĕ. Малтанласа кăнтăрла пуçтарăнаттăмăр, халăх ыйтнипе вăхăта каçа куçартăмăр, — тет Анат Тăрмăшĕнчи культура çуртĕнче культорганизаторта тăрăшакан Людмила Мерзлова.
Хÿтĕлев сетки çыхмалли материала та ял халăхĕ хăй укçа пухса туянать. Хулара пурăнакансем те ырă ĕçрен пăрăнмаççĕ. Мускавра тĕпленнĕ Юрий Едриванов пурнăçне çарпа çыхăнтарнăран салтаксемшĕн хÿтĕлев сеткисем мĕн тери кирлине лайăх пĕлет, çавна май пулăшу парсах тăрать. Шупашкартан спадпонда Николай Мурзуков илсе килет. Çĕньялсене те вăлах тивĕçтерет.
Хĕллехи вăхăтра салтаксем валли Анат Тăрмăшра тата Çăл Атăкра пурăнакансем окоп çуртисем те тунă. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче вăй хуракан Ольга Кувшинова патне малтан ăна хатĕрлеме кайса вĕреннĕ. 170 çурта туса волонтерсенчен парса янă.
— Украинăри ятарлă çар операцине ялтан кайнă салтаксене гуманитари пулăшăвĕпе хÿтĕлев сеткисем парса яма тăрăшатпăр. Алексей Карсаков тăракан чаçе чылай çитертĕмĕр. «СВОи Батыревский район» тата «Батыревский доброволец» волонтерсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, — терĕç Людмила Мерзловăпа унăн ĕçтешĕ Наталия Ильина.
— Людмила Николаевна салтаксем валли сетка çыхассине лайăх йĕркелесе пырать. Вăл спадпонд, хÿтĕлев хатĕрĕн никĕсĕ валли сеткине туянма укçа пухассине хăй çине илнĕ. Пĕрле килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса вăй хуратпăр, — терĕç клуба пухăннисем.
Хĕрарăмсен ушкăнĕ сетка çыхнă вăхăтра клуба ятарлă çар операцинчен отпуска килнĕ Илья Ярушкин килсе çитрĕ. Ытлашши сăмах ваклама юратманскер вăрçă тутти-масине питĕ лайăх пĕлет. Малти лининче те пĕрре мар пулнă. Кашнийĕ салтака сывлăхпа, çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕ.
Ольга Бельдекова
Август 2026 |
