Ырă çынсем çинче тытăнса тăрать тĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2026, 15:24 Просмотров: 18

Журналист профессийĕ кампа кăна, мĕнле кăна кăмăллă çынсемпе паллаштармасть-ши? Хăшĕ-пĕринчен тĕлĕнетĕн, тепринчен тĕслĕх илетĕн, виççĕмĕшĕнпе юлташланатăн... Патăрьел хĕрĕпе Елена Манкеевăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Ахмеева) калаçса ларнă чухне унăн ырă кăмăлĕнчен, йывăрлăха лекнисене хăть хăçан та алă тăсса пама хатĕрринчен, çулне кура мар хăюллă пулнинчен тĕлĕнтĕм. Ун пек пулма чунпа патриот пулмалла. Пурнăç çулĕпе хавхаланса утма вара ăна виçĕ ачи тата савнă мăшăрĕ вăй-хăват параççĕ.

Çар çыннин мăшăрĕ пулма çăмăл-и?

Алексейпе Галина Ахмеевсен çемйинче 1994 çулта кун çути курнă Лена Хусанти юридика факультечĕн выпускникĕ. Ĕмĕчĕ унăн пысăк пулнă: профессипе ĕçлесе карьера тăвасси. Шăпа вара пачах урăхла çул хатĕрленĕ... Хĕр 1989 çулта çуралнă Патăрьел каччипе, Перьм хулинчи шалти çар институчĕн кинологи факультетĕнче вĕреннĕ Александр Манкеевпа паллашнă. Çемье çавăрнă. Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта, теççĕ халăхра. Мăшăрне çар тивĕçне ăçта пурнăçлама янă, Лена та çавăнта кайнă.

— Чи малтанах Забайкальере пурăнтăмăр. Унтан Чечен Республикине куçарчĕç. Кунта Ярослав ывăл çуралчĕ. Дагестанра — Мирослава, Курскинче Святослав çут тĕнчене килчĕç. Мăшăрпа эпир, вырăсларах каласан, пĕр хум çинче. Пĕр-пĕрне ăнланса, тĕрев парса пурăнатпăр. Ачасем куç тулли. Çакă мар-и вара телей? Карьера вырăнне çемье пурнăçне суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, — терĕ Лена хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май. Çак сăмахсене вулакан çамрăк хĕрарăмăн кун-çулĕ пыл та çу теме пултарĕ, анчах йывăрлăхĕсемпе вăл çителĕклех тĕл пулнă. Тĕрĕссипе, çар çыннин мăшăрĕ пулма пĕрре те çăмăл мар. Салтакăн службăпа командировкăсене те час-часах çÿреме тивет. Кăнтăрла çеç мар, каçпа та, канмалли кун та чĕнсе илме пултараççĕ. Кил-хуçалăх, ачасем — пурте ачаш та çепĕç, кирлĕ чухне харсăр пулма пултаракан хĕрарăм çинче. Кăна кашнийĕ те чăтаймсть.

— Чечен Республикинче чухне застава тусем çинчеччĕ. Эпир те çавăнтах пурăннă. Шалу илнĕ хыççăн 2-3 кунтан çар çыннисен мăшăрĕсем пурте пĕрле пухăнса Грозныйне броньлă пысăк автомашинăпа апат-çимĕç, çурт-йĕре кирлĕ япаласем туянма каяттăмăр. Пĕр уйăхлăх пуçтарса илсе килнĕ. Камăн пĕчĕк ача е пыраймасть, вĕсем те мĕн-мĕн кирлине çырса парса яратчĕç.

Дагестанра пурнăç условийĕ лайăхланчĕ, лавккасем пур, канмалли кунсенче тинĕс хĕррине те каяттăмăр. Мăшăра Курска куçарсан аслă ывăл юлташĕсемшĕн питĕ тунсăхларĕ. Кунта хулара, çар çыннисене паракан хваттерте пурăннă. Ачасене аталанма майсем нумайччĕ. Пепке тăватă çула çитсен сертификат параççĕ, унпа тÿлевсĕр тĕрлĕ секцие, гимнастикăна, логопед патне çÿреттерме, шкула яма хатĕрлеме пултаратăн, — тет виçĕ ача амăшĕ.

Ырă туни ырăпах таврăнать Шăпах Курскинче чăваш хĕрĕ пограничниксене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе ĕçлеме пуçланă. Çар çыннисен мăшăрĕсем волонтерсен «Женский батальон» ушкăнне йĕркеленĕ. Вĕсем типĕ яшкасем, пăтăсем хатĕрленĕ. Лена çĕр улми типĕтсе панă. Апельсинран, лимонран напитоксем хатĕрленĕ. Мăшăрĕ станок туса панă хыççăн хÿтĕлев сеткисем çыхма пикеннĕ. Виççĕмĕш ачи çуралсан ăна «Женский батальон» волонтерĕсене панă. Пограничник-кинологсене пулăшакан Раççейĕпех сарăлнă «Четвереногие солдаты» ушкăнăн (Мускав облаçĕнчи Липецкри Елена Нейсина йĕркеленĕ) Курск облаçĕнчи координаторĕ те пулнă. Çар çыннисенчен мĕн кирлине заявка пухнă хыççăн волонтерсем пĕрлехи вăйпа медицина хатĕрĕсем, бронежилетсем тата ыттине те туянса панă.

Украина çарĕ икĕ çул каялла августра Курск чиккине тапăнса кĕнĕ чухне те Манкеевсем унтах пулнă.

— Мăшăр вăл вăхăтра шăпах командировкăраччĕ. Эпир пурăнакан вырăнтан беспилотниксем пĕр вĕçĕм вĕçсе иртетчĕç. Сирена ялан сас паратчĕ. Çакăн хыççăн волонтерствăпа тата ытларах ĕçлеме пуçларăмăр. Маларах эп хамах машинăпа пограничниксене япаласем кайса параттăмччĕ, каярах çÿреме пăрахрăм.

Пĕринче Патăрьелĕнчен службăра тăракан салтакран, срочникрен, чылай вăхăт сас-хура çукки пирки çырса пĕлтерчĕç. Çийĕнчех ăна шырама пуçларăмăр. Мăшăртан, «Женский батальон» ушкăнри хĕрсенчен пулăшу ыйтрăм. Тупрăмăр çамрăка, çыхăну пулманнипе килне шăнкăравлайман иккен. Госпитальте сипленекен салтака та çын-çын урлă пулсан та пулăшма пултартăмăр. Май çитнĕ таран пурне те алă тăсса пама тăрăшнă. Срочниксем патне килĕнчисем ыйтнипе ăшă тум та пĕрре мар леçсе панă.

Патăрьелĕнчи «СВОи Батыревский район» волонтерĕсемпе те çыхăну тытнă. Пирĕн генератор парса ямалли пурччĕ, шăпах вĕсем палăртнă тĕле çитерчĕç. Эпĕ вара неонацистсемпе кĕрешекенсем валли типĕ паексем патăм. Тепринче пограничниксем ыйтнипе пысăк хÿтĕлев сеткисем илсе килчĕç. Чикĕ хуралçисем вĕсемшĕн питĕ савăнчĕç, — терĕ калаçу сыпăнса пынăçем Лена.

Пĕрлехи вăйăн хăвачĕ пысăк

Кăçалхи март уйăхĕнче Александр Манкеев тивĕçлĕ канăва кайнă. Çакăн хыççăн çемйипех Патăрьелне куçса килнĕ. Ярослава иртнĕ çул пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленсенех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула янă. Курскри çăмăл мар лару-тăру ачан чĕринче те тарăн йĕр хăварнă. Ăна малтанласа пĕлÿ çуртĕнче коридорта ирĕккĕн çÿреме юрани те тĕлĕнтернĕ. Амăшĕ каланă тăрăх, унта вĕренекенсем классенче çеç лараççĕ. Сирена кăшкăртма пуçласанах пурте ятарлă вырăнсене пытанаççĕ. Курска тапăнса кĕнипе хăрушсăрлăха пăхăннăран Ярослав пуçласа парта хушшине ларнă чухне сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕрремĕш шăнкăрав та янăраман, линейка та пулман. Ача сачĕсенче те утренниксем ирттермен. Юлашки вăхăтра çеç 20-шер минут тукаланă. Урама выляма тухсан та ачасем инçете кайман, пилотсăр вĕçекен хатĕрсенчен пытанма подъезда кĕме хатĕр тăнă.

— Манран час-часах: «Курска тапăнса кĕрсен мĕншĕн эс ачусемпе çуралнă тăрăха килмен?» — тесе ыйтаççĕ. Мăшăра пĕччен мĕнле пăрахса хăвармалла-ха? Эпĕ тата ачасем хăйне кĕтнине, килте вăл килнĕ çĕре вĕри апат пуррине яланах пĕлсе тăнă. Эпир халĕ пĕр çемье, апла пулсан пĕрле пулмалла. Мĕн курмаллине кунта та куратăн. Курскра мар, Шупашарта пирĕн хваттер вырнаçнă нумай хутлă çурт пилотсăр вĕçекен хатĕртен сиенленчĕ, — тет пограничник арăмĕ.

Александр çар пурнăçĕнчен уйрăлнă хыççăн хăйне предпринимательлĕхре тупнă. Вăл халĕхыртан эфир çăвĕ тăвассипе тăрăшать. Иртнĕ çул ноябрь уйăхĕнче отпуска килсен «Бизнес для СВОих» программăпа вĕренÿре пулнă. Кăçал тата тепĕр курс витĕр тухнă. Патшалăх паракан пулăшупа эфир çăвĕ хатĕрлекен тепĕр агрегат туяннă. Çавăн пекех пилотсăр вĕçекен хатĕрсене йĕрлеме те СВОра пулнисене пуçтарать.

Кашни çынна пулăшма хатĕр Лена та алă усса лармасть. Вăл паян та «Четвереногие солдаты» ушкăнпа çыхăну тытать. «СВОи Батыревский район» волонтерĕсемпе те çывăх.

— Патăрьел тăрăхĕнче чăнах та питĕ маттур та харсăр халăх пурăнать. Курск чикки урлă тăшман каçсан шкулта пĕрле вĕреннисенчен пограничниксене эмелсем тата ытти медицина хатĕрĕсем кирли пирки çыртăм. Кĕске вăхăтрах пысăк хисеп пухса пачĕç. Тавах вĕсене уншăн.

Неонацистсемпе хирĕç кĕрешекенсене пулăшакан округри волонтерсем салтаксем ыйтакан япала пирки пĕлтерсенех укçа куçарма, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Пирĕн çемье те айккинче юлмасть. Пĕрлехи вăйпа çĕнтерÿ патне çитетпĕрех, — терĕ сыв пуллашнă май.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика