Юрăхсăр шинăсене иккĕмĕш «пурнăç» парнелеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 10:38 Просмотров: 18

Çÿп-çап контейнерĕсем çывăхĕнче юрăхсăра тухнă автомашина шинисене час-часах курма пулать. Вĕсене коммуналлă хытă каяшсене турттаракан техника та илсе каймасть, çавăнпах уйăхĕ-уйăхĕпех выртма пултараççĕ. Ылтăн алăллă çынсем вĕсене касса акăшсем, чечек лартмалли савăтсем тата ыттине те тăваççĕ-ха, анчах пурин те ун пек ăсталăх çук. Республикăра çак ыйтăва татма «Экологи хăтлăхĕ» наци проекчĕпе тата «Таса çĕршыв», «Симĕс экономика» партпроектсемпе килĕшÿллĕн «Симĕс шина» акци йĕркеленĕ. Усă курнă шинăсене пухма 16 точка туса хунă. Патăрьелсемшĕн чи çывăххисем — Шăмăршă (Советски урамĕ, 8 çурт) тата Комсомольски (Мир урамĕ, 5 çурт) округĕсем. Республикипе пĕр уйăхра 8 пин ытла шина пухăннă. Вĕсене тепĕр хут ĕçе кĕртсе металлокорд, резина тĕпренчĕкĕсем, çĕнĕ шинăсем, экологи тĕлĕшĕнчен таса топливо, мотор масли тата ыттине те хатĕрлеççĕ.

Сирĕн килте юрăхсăр шинăсем пулсан йышăну пункчĕсене çитме ан ÿркенĕр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика