Сирĕн яла çитет тухтăр, эсир ăна кĕтсех тăрăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:36 Просмотров: 15

Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе, «Сывлăхлă малашлăх» парти проекчĕпе анлă вăй илсе пыракан «Сывлăх патне утăм» акципе килĕшÿллĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсене кашни эрнерех тухтăрсен мобильлĕ ушкăнĕ çынсен сывлăхне тĕрĕслет, вĕсене чирĕпе кирлĕ сĕнÿ парать тата ытти те. Иртнĕ эрнере Первомайскисем çакнашкал çăмăллăхпа усă курнă, 161 çын сывлăхне аякка каймасăрах, ялтах тĕрĕслеттернĕ.

Çак кунхине мобильлĕ ушкăнти терапевт 123, невролог 44, кардиолог 46 пациента йышăннă. Унсăр пуçне 92 çын ЭКГ тухнă, 97-шĕ куç пусăмне, чылайăшĕ юн тытăмне тĕрĕслеттернĕ.

Тĕрĕслев 27 çыннăн холестерин пысăк пулнине, 19-шĕн юн пусăмĕ пысăккине, виççĕшĕн гипертони, икĕ çыннăн чĕрен ишеми чирĕ пулнине палăртнă, пациентсене тухтăрсем кирлĕ сĕнÿсем панă,

Августăн 14-мĕшĕнче тухтăрсен куçса çÿрекен мобильлĕ бригади Пăлапуç Пашьелсене çакнашкал çăмăллăхпа тивĕçтерĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика