Чăваш Енре — легендарлă спортсмен, Раççей Геройĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:30 Просмотров: 19

Чăваш Енре легендарлă спортсмен, Раççей Геройĕ, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Александр Карелин ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май, олимп резервĕсен спорт шулĕнчи тренерсемпе, çамрăк спортсменсемпе, çавăн пекех парти активĕпе тĕл пулнă, халăх программине кĕртнĕ çынсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă.

Чи пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу — Александр Карелин Шупашкарти «Спартак» стадионра Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн республикăри фестивальне уçнă çĕре хутшăнни. Спорт фестивалĕнче 2 пин ытла спортсменсемпе тренер-преподавательсем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартнă.

Сăмах май каласан, Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн республикăри фестивалĕнче Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт комплексĕн тренер-преподавателĕсем те хастарлăх кăтартнă.

«Спорт кашни çыннăн пурнăç норми пулса тăни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ.Çавăнпа инфратытăма аталантаратпăр, тренерсем хатĕрлетпĕр, ăмăртусем ирттеретпĕр. Ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. 2020 çулта физкультурăпа тата спортпа çынсен 48 проценчĕ кăсăкланнă пулсан, иртнĕ çулхи кăтарту 62 процента çитнĕ. 2025 çулта Чăваш Республики ГТО комплексне пурнăçа кĕртессипе ПФОра пĕрремĕш, Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă» — палăртнă МАХ-каналĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика