Инкек-синкек куçа курăнса килмест. Шыв çинчи хăрушлăх та çавах. Çуллахи вăхăтра шыва кĕмелли тапхăр вĕçленсе пырать пулин те шыв хĕррисенче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли яваплăх çав-çавах çивĕч-ха.
Аса илтеретпĕр: 16 çул тултарман ача шыв хĕрринче пĕччен, аслисемсĕр пулнăшăн саккунпа килĕшÿллĕн асăрхаттараççĕ е штраф параççĕ. Ишме ирĕк паман паллă айĕнче шыва кĕнĕшĕн вара 1000 тенкĕ кăларса хума тивĕ.
Асăрхаттару е штраф — саккун йĕркипе айăплани çеç. Çапах та шыв хĕрринче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, çăмăлттайланса е хăпартланса кайса юраман вырăнта ишни, эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва кĕни тата ытти те синкерлĕ çаврăнса тухма, инкек патне илсе пыма пултаракан сăлтавсем. Çаксене сирес тесен чăн малтанах кашни çыннăн юхан шыв хĕрринче пысăк яваплăх туймалла
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн специалисчĕсем, полици, пушар хуралĕн, профилактика субъекчĕн ытти представителĕсем, çав вăхăтрах Общество палатин членĕсем час-часах пĕрлехи рейдпа шыв хĕрринче канакансемпе тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, вĕсене ятарлă брошюрăсем параççĕ. Хальхинче вĕсем Первомайски территори пайĕнчи шыв хĕрринче канакансемпе тĕл пулса калаçусем ирттернĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
