АНАТОЛИЙ Быков Павел ывăлĕпе «Я служил на границе» кĕнекене çĕнетсе кăларни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Халĕ унпа Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра та паллашма пулать.
«Пограничное братство» обществăлла организацин Патăрьелĕнчи уйрăмĕ çак кунсенче тĕрлĕ çулта чикĕ хуралĕнче тăнă округ çыннисем пирки çырнă пичет изданине вулав çуртне парнеленĕ. Организацин ертÿçи Анатолий Быков тата ăна пулăшаканĕ Николай Тинюков библиотека ĕçченĕсене кĕнеке валли материал пухнă чухнехи кăсăклă самантсене тата малашлăхри тĕллевсене каласа панă. Çăмăл мар ĕçе пысăк кăмăлпа пурнăçланине палăртнă.
Август 2026 |
