Чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлемеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2026, 15:19 Просмотров: 15

Августăн 14-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи «Хĕвеллĕ» уçланкăра «Патăрьел муниципалитет округĕнче сыснасен африка чумине ликвидацилес» темăпа регионсем хушшинчи командăпа штаб вĕрентĕвĕ «Чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлесси» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, çавăн пекех регионти, Мари Элти, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчи, Мордови, Тутар Республикисенчи ветеринари службин ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Ветеринарсем вĕрентÿре сыснасен африка чумине тупса палăртсан ĕçлемелли йĕркепе туллин паллаштарчĕç. Сценарипе килĕшÿллĕн пĕр ялти хушма хуçалăхра сысна вилнĕ-мĕн. Кун пирки хуçи ветеринара пĕлтернĕ. Ятарлă служба çийĕнчех килсе анализ илчĕ. Усал амак пирки вырăнти власть органĕсене те пĕлтерчĕç. Специалистсем ветеринарипе санитари нормисене пăхăнса тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçларĕç: витене дезинфекцилерĕç, мобильлĕ крематоринче вилнĕ сыснана çунтарчĕç...

Вĕрентÿ зонине кĕнĕ çĕре ветеринарипе полици тĕрĕслев пунктне, машинăсене дезинфекцилекен хатĕре вырнаçтарнă. Пушар хăрушсăрлăхне, медицина пулăшăвне йĕркеленĕ.

— Çакăн пек вĕрентÿсен тĕп тĕллевĕ — пĕтĕм службăн ĕç хăвăртлăхне тата пĕлсе ĕçленине тĕрĕслесси. Хăрушă чире парăнтарма инфекци çăлкуçне хăвăрт тупни, ветеринари правилисене çирĕп пăхăнни тата ветеринари специалисчĕсем, муниципалитет органĕсем тата васкавлă службăсем пĕрле килĕштерсе вăй хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăри эпизооти тăнăçлăхĕ пĕрлехи ĕç пахалăхĕнчен нумай килет, — терĕ Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин вĕрентĕве хутшăннисене тав туса.

Усал чир-чĕрĕ айккинче çÿретĕр, анчах сыхăлăха çухатмалла мар.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика