Çĕнĕ пĕрлешÿ ĕçе пикеннĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:21 Просмотров: 139

Округри ялсенчи коммуналлă хытă каяшсене турттарассипе малашне тулли мар яваплă «Экология» пĕрлешÿ ĕçлет. Компани Канаш хулинче регистрациленнĕ. Килĕшÿ çулталăка çырнă. Пĕрлешÿ августăн 4-мĕшĕнчен вăй хума пикеннĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов «Экология» пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕпе Виталий Журавлевпа тĕл пулнă. Вĕсем çÿп-çапа турттармалли графике çирĕплетнĕ тата организацин паркĕпе паллашнă.

Яндекс.Метрика