Якушевсем — Патăрьел тăрăхĕнче ятлă-сумлă çынсем. Династи пуçĕнче çирĕп те шанчăклăн тăракан Миннехарис Сафиуллович 1914 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрăн çапăçса Шăнкăртама икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата темиçе çар медалĕпе таврăннă. Шел пулин те, 63 çултах куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Юхма енче ăна таса кăмăл-туйăмпа аса илекен йышлă.
Миннехарис Якушев шкулта вĕреннĕ çулсенчех тăван хуçалăха тĕрлĕ ĕç тума пулăшакансен йышĕнче пулнă. 10-15 çулсенчех çитĕннисемпе танах уй-хирте тарласа пиçĕхнĕ, кĕр кунĕсенче вара колхозăн пысăках мар йĕтемĕ çинче молотилкăпа тырă тасатнă.
21 çул тултарсан Миннехарис Сафиуллович Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 1940 çулта каялла таврăннă, каллех хуçалăхра вăй хума пикеннĕ. Мирлĕ пурнăçпа яш нумай киленеймен. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Совет Союзне вăрттăн тапăнса кĕрсен çамрăк каллех салтак аттине тăхăннă. Миннехарис Якушева тÿрех Омск хулинчи çар училищисенчен пĕрне вĕренме янă. Васкавлă йĕркепе унтан пĕлÿ илнĕ хыççăн Нева çинчи хулана тăшман тыткăнĕнчен хăтарма хутшăннă. Паттăррăн та хăюллăн çапăçнă салтак кĕске хушăрах Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата икĕ медале тивĕçнĕ.
Шăпа тутар каччине хĕрхеннĕ. Тан мар çапăçусенче пĕрре кăна мар аманнă пулсан та Миннехарис Якушев сержант кашни хутĕнчех çапăçакан юлташĕсен ретне тăрса Çĕнтерÿ патне ăнтăлнă. Старшина пакунĕсем илемлетнĕ Миннехарис Сафиуллович ылханлă Германи çĕрĕ çине хăйне шанса панă взводпа пырса кĕнĕ.
Вăрçă вĕçленсен те салтака тăван тăрăха тÿрех яман. 1948 çулчченех Хĕрлĕ Çарта пулнă.
Çуралнă ене таврăнсан Миннехарис Якушев мăшăрланнă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕрен кил-йышĕ те пысăкланнă. Альбертпа Рифкать, Рафикпе Рамиль, Рауфпа Альфинур, Гельфияпа Алсу куç тулли ÿснĕ. Сăпкаран уйрăлнă хыççăн тенĕ пекех пурне те ĕçе хăнăхтарнă. Шел, паян пирĕн хушăра Рифкатпа Рамиль çук ĕнтĕ.
Якушевсен иккĕмĕш ачи Рифкать Минхарисович «Котяки» хуçалăха ертсе пынă. Тăрăшулăхне кура ăна «Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.
Рамиль Минхарисович вара суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Миннехарис Сафиуллович хăй те колхоз бригадирĕнче нумай çул тăрăшнă хыççăн суту-илÿпе кăсăкланма тытăннă. Спорта та юратнă. Акатуй-Сабантуйра тутарла кĕрешессипе пĕрре мар така çĕнсе илнине Шăнкăртамра пурăнакансем халĕ те ас тăваççĕ. Çавăн пекех вăл йăла-йĕркене, ваттисен пил-халалне хаклама пĕлнĕ.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçин ветеранне Шăнкăртамра кăна мар, ытти ялсенче те нумайăн палланă. Вăл аслисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Вăрçă пирки каласа пама ыйтсан пĕр вăхăт шухăшласа ларнă хыççăн тин калаçма пикеннĕ. «Пире çĕнтерме эпир туслă пулни пулăшнă», — тенĕ. — «Акă, мана шанса панă взводра тĕрлĕ халăх ывăлĕсемччĕ. Вырăспа юнашар чăваш, тутар, удмурт кĕрешнĕ. Кашнийĕ Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă».
Шăнкăртамсем Миннехарис Якушева та, пурнăçне шеллемесĕр фашистпа кĕрешнĕ ытти фронтовиксене те асра тытаççĕ, ырă кăмăл-туйăмпа аса илеççĕ.
Геннадий ВАСИЛЬЕВ
Август 2026 |
