Округра Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Тĕл пулăва ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем Патăрьел администрацийĕн Пысăк залне пухăнчĕç.
Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă
Мероприяти республикăри агропромышленность комплексĕн 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пуçланчĕ: регион федерацин Атăлçи округĕнче аш-какай туса илессипе (чĕрĕ виçепе) — пĕрремĕш, çĕр улми тата пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă, ыттисемпе те кайрисен шутĕнче мар. Çур çулхи кăтартусем те курăмлă. Паллах, çитĕнÿсем патшалăх ял хуçалăхне тимлĕх уйăрнипе те çыхăннă. АПКна аталантарма 109 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕ пур, вĕсенчен 54-шĕ — республикăран. Сăмах май, пулăшусен шучĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта тăрать. Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Евгений Макушев çăмăллăхсемпе усă курас тесен хуçалăхсенче продукцие туса илессин кăтартăвĕпе пĕрлех вăй хуракансен вăтам шалăвне ÿстерме пăхнине каларĕ.
Акăнман лаптăксем ан пулччăр, ял аталантăр тесен ачасене пĕчĕкренех çĕре юратма, çын ĕçне хисеплеме хăнăхтармалла, тавракурăмне аталантармалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакна тĕпе хураççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта агрокласс, округри ача сачĕсенче агролабораторисем пурри питĕ вырăнлă. Андрей Евгеньевич кун пирки ырласа каларĕ.
ГСМ ыйтăвĕ —
правительство тимлĕхĕнче
Республикăра, çавăн пекех муниципалитетра та вырма пуçланчĕ. Техникăна яваплă тапхăра юсаса хатĕрленисĕр пуçне ĕç кал-кал пытăр, тыр-пула çухатусăр пухса кĕртес тесен çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ кирлĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула паян топливо ыйтăвĕ çи-
вĕчленчĕ. Çапах та муниципалитетра хальхи вăхăтра ГСМ çуккипе ĕççи чарăнса ларнă пĕр тĕслĕхе те шута илмен.
— Чăваш Енре хирти сезонлă ĕçсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсен запасĕ пур. Кун пирки пăлханма кирлĕ мар. Аграрисене топливăпа тивĕçтерессине республика правительстви тĕрĕслевре тытать. Оперативлă ыйтусене татса пама хĕрÿ лини йĕркеленĕ, — терĕ ведомство министрĕ Андрей Макушев. Хăй ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе яланах çыхăнура пулнине, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулнине каларĕ.
Усал чиртен пĕрле
сыхланмалла
Округра тупнă пастереллеза пула ĕне-выльăхăн пысăк йышне тĕп тума тивнĕ. Çакă Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине çеç мар, республикăнне те витĕм кÿнĕ. Паяна 90 куна тăсăлнă карантин вĕçленнĕ, анчах ку лăпланмаллине пĕлтермест. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, пĕрлех уйрăм çынсен те пысăк выльăха усал амакран профилактика тусах тăмалла. Пĕрлех ытти чирсенчен те упранмалла. Сутма килекенсенчен маркировка туман пăрусене туянмалла мар, ютран выльăх апачĕ илсе килекен техникăна дезинфекцилемесĕр ферма территорине кĕртме те юрамасть. Андрей Макушев ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.
Ял аталанăвĕ — пурнăç хăтлăхĕн палли
Муниципалитетра агропромышленность комплексĕпурнăçпа тан утма тăрăшать. Патăрьел тăрăхĕнчи ял хуçалăх отраслĕ чылай кăтартупа лидерсен йышĕнче. Ял аталанăвĕ вара ял хуçалăх таварĕ туса илекенсенчен нумай килет. Шăпах вĕсем пуçару бюджечĕн программине хастар хутшăнаççĕ. Кăçал та муниципалитет округĕнче «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна пурнăçа кĕртме палăртнă, 74 проектран чылайăшне аграри хастарĕсем хăйсен тÿпине хывнă. Çĕршыва пахалăхлă продукципе тивĕçтернипе пĕрлех вĕсем округ аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ «Раççей ялĕ» проектăн координаторĕ Андрей Макушев министр.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
