Вырăнти ТОС пуçарăвĕпе — асфальт çул

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:35 Просмотров: 16

Анат Тăрмăшĕнчи культура çурчĕ Анат Тăрмăшĕнче тата Çăл Атăкра пурăнакансемшĕн юратнă вырăн. Кунта тĕрлĕ мероприяти иртнипе пĕрлех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев сеткисем çыхма икĕ ял çыннисем хаваспах пухăнаççĕ. Клуб патне килекен çул шăтăк-путăкланса пĕтни çеç нумайăшне пăшăрхантаратчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе вăй илнĕ «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект шăпах çак ыйтăва татма пулăшрĕ.

«Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа республикăри ялсенче 570 объекта хута янă. Вăл шутра пирĕн округпа 74 проектран 34-шĕ пурнăçланнă.

Территоринчи общество хăй тытăмлăх управленийĕн (ТОС) председателĕ Марина Ершова тăрăшнипе икĕ ял çыннисем тата хулара тĕпленнисем пĕр шухăшлăн пулса проекта кĕме тăкакăн пĕр пайне саплаштарма укçа пуçтарчĕç. Ыттине вырăнти тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă. «Стройкомфорт» пĕрлешÿ строителĕсем çула тĕплĕн юсаса асфальт сарчĕç.

Халĕ культура «вучахĕн» умĕ çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те тирпейлĕ, хăтлă, утса çÿреме те кăмăллă.

Çитес çул валли проектсем хатĕрлес ĕç малалла пырать. Çакна та палăртса хăвармалла: Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2027 çул валли проектсем хатĕрлемелли срока сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăснине ырланă.

Людмила МЕРЗЛОВА,

Анат Тăрмăшĕнчи клубри культорганизатор

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика