Кĕрлерĕ, шавларĕ тĕп стадион, пуласшăн кашнийĕ чăн-чăн чемпион...

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 09:38 Просмотров: 21

Августăн 8-мĕшĕнче ирхине çанталăк ăмăр пулнине, çумăр çунине пăхмасăрах Патăрьелĕнчи тĕп стадиона Физкультурниксен йăлана кĕнĕ уявне паллă тума спортсменсем, куракансем хастар пуçтарăнчĕç. Уяв яланхи пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастар та кăтартуллă спортсменсене чысланинчен пуçланчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Татьяна Лукина, Анат Туçари фермер хуçалăхĕн ертÿçи Леонид Кузнецов, спорт ветеранĕ, округри Общество палатин членĕ Рифкать Сафиуллов уява пухăннисене саламланă май пурне те спорт каçалăкĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿ тума, яланах спортпа туслă пулма, уява савăк кăмăлпа ирттерсе яма сунчĕç.

— Раççейре, республикăра спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Вăл шутра пирĕн округра та спорт инфратытăмĕ çĕнелсех, пуянлансах пырать. Тутар Сăкăтĕнче ГТОн çĕнĕ лапамĕ, Нăрваш Шăхалĕнче, Ыхра Çырминче спорт тата нумай функциллĕ площадкăсем пулмалла. Çывăх вăхăтрах Шăнкăртамра хăтлă ФОК хута каймалла. Çаксем пурте çамрăксене, çынсене спортпа туслă пулма, сывлăхне çирĕплетме туса паракан условисем,— терĕ Равиль Фарахутдинович уява хапăл тунисене саламланă май.

Уяв стадионĕнче чылайччен ĕçлĕ шав лăпланмарĕ. Тĕрлĕ лапамра спортсменсем мини-футболла выляса, пляж волейболĕпе ăмăртрĕç. Çăмăл атлетсем тĕрлĕ ушкăнпа хăйсен дистанцийĕсене парăнтарчĕç, чи-чи хастаррисем стадионти лапамрах ГТО нормативне тултарассишĕн тăрăшрĕç. Шашка-шахмат ăстисем те выляса уяв илемне кÿчĕç тата ытти те.

Физкультурниксен кунĕнчех Анатолий Такмаковпа Александр Поляков футболист-ветерансене асра тытса пĕрремĕш хут турнир иртрĕ. Сăмах май каласан, вĕсем иккĕшĕ те 30-40 çул каяллах Патăрьелсен мăнаçлăхĕ шутланнă футболистсен «Трактор» командин членĕсем пулнă. Турнира ветерансем те хастар хутшăнчĕç.

Рифкать САФИУЛЛОВ,

округри Общество палатин членĕ, спорт ветеранĕ:

«Чăваш Енре «Сывă малашлăх» парти проекчĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан спорт ăмăртăвĕсем, турнирсем, хута каякан спорт лапамĕсем — пурте физкультурăпа спорта аталантарассипе, сывă малашлăхпа çыхăннă. Патăрьел округĕнче те спортсменсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума мĕн пур услови пурри савăнатарать».

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика