«Преступлени тăвасран асăрханни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ»

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:13 Просмотров: 14

Патăрьел муниципалитет округĕнчи право йĕркине пăхăнассипе тимлекен профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвне хутшăннисем çак шухăшсене çивĕчлетрĕç.

Кун йĕркинче муниципалитет округĕнче ачасем çеç мар, аслисем те преступлени тăвасран пĕрлехи вăйпа татса памалли ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вăл шутра ачасен çуллахи канăвне кирлĕ пек йĕркелесси кану лагерĕсенче усăллă ирттересси пирки вĕрентÿ управленийĕ ертÿçин çумĕпе Николай Анисимовпа халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр директорĕ Николай Ялуков отчетсем туса пачĕç.

Преступлени çулĕ çине тăракансене усал ĕçрен сирсе ярас, вĕсене кирлĕ информацие вăхăтра çитерес, ăнлантару ĕçĕсем ирттерес, обществăлла вырăнти йĕркелĕхпе саккунлăха сыхлас тĕлĕшпе округри полици сотрудникĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕ пĕлтерĕшлĕ. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе округра йĕркеленĕ халăх дружинисен те витĕмĕ пысăк. Вĕсем сахал йышпах пысăк ĕç туса пыраççĕ, пысăк мероприятисенче, каçхи рейдсенче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене йĕрке тума пулăшаççĕ. «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Альбина Егоровăпа полици сотрудникĕ Алексей Быков малашне çак ыйтусемпе тата ытларах тимлемелли, пĕрлехи вăйпа округра преступлени тăвакансенчен асăрханас тĕллевпе витĕмлĕрех материалсем çырмалли, ĕçлемелли пирки каларĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕнче «Хăрушлăхсăр хула» программăпа видеокамерăсем вырнаçтарни йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен ĕçне ансатлатма та, преступленисене уçса пама та пулăшаççĕ. Администрацин тĕп специалист-эксперчĕ Елена Хураськина хăйĕн докладĕнче ку тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă май халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче, Патăрьелĕнчи кану паркĕнче камерăсен ĕçне вăйлатмаллине каларĕ.

Хальхи вăхăтра кашни территори пайĕнчех ĕçкĕпе иртĕнекенсем, çемьере харкашакансем, ытти усал ĕçсемпе çыхăннисемпе уйрăммăн тимлеме профилактика канашĕсем ĕçлеççĕ. Комисси ларăвĕнче Нăрваш Шăхаль тата Первомайски территори пайĕсен начальникĕсем Мария Кошкинăпа Наталия Ермошкина вырăнта йĕрке те тирпей тăвас тесе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕç.

— Муниципалитет округĕнче преступлени тăвасран асăрханасси чăн малтан профилактика субъекчĕсенчен, вĕсем çынсемпе мĕнле ăнлантару ĕçĕсем ирттернинчен килет. Çавăнпа та кашни территори пайĕнчех профилактика канашĕсен витĕмне вăйлатмалла, — терĕ комисси председателĕ, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов комисси ларăвне пĕтĕмлетнĕ май.

Альбина НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика