Çула юсанă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 11:35 Просмотров: 13

Масара тата ун территорине тирпейлессине Туçара пурăнакансем яланах асра тытаççĕ. Çавăнпах халăх шухăшне тĕпе хурса Геннадий Салмин староста çывăх çынсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăн патне каякан çула вак чул сарас ыйтăва çĕклесен хапăлласах йышăннă.

Ялта, хулара тĕпленнисем те сăваплă ĕçрен айккинче юлман. Палăртнине пурнăçлама шăпах «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа пулăшнă.

Пĕр çухрăм ытла тăсăлакан çула çĕнетме пĕр миллион тенкĕ ытла укçа кайнă. Халĕ çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те çăва çине кĕрсе тухма кăмăллă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика