Ыхра Çырминче 450 тăваткал метр йышăнакан нумай функциллĕ спорт лапамне тума пуçăннă. Çĕнĕ объектра аслисем те, ачасем те тренировкăсем тума, баскетболла, волейболла, мини-футболла выляма, урамсем хушшинче ăмăртусем ирттерме пултараççĕ.
Тăватă млн тенкĕ ытла тăракан проекта пурнăçа кĕртме «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа пулăшать. Спорт лапамĕ тăвас ыйтăва ялти яш-кĕрĕм пуçарнă.
Подряд организацийĕ строительство ĕçне пуçăннă.
Август 2026 |
