(Украинăри нацистсемпе çапăçса пуçне хунă,
«Паттăрлăхшăн» орден кавалерне Николай Ильич Киркина халалласа)
Куç умĕнче ÿссе ар пулчĕ
Кÿршĕ каччийĕ Микулай.
Пит çамрăкла пуçне вăл хучĕ...
Макрать чĕрем паян пĕрмай.
Пĕчĕккĕ чух ялан вылярĕ
Ачасемпе вăл футболла.
Шкула кайсан тĕллев ак лартрĕ:
Спортпа ун туслă пулмалла.
Шăмма-шакка хыт вылятни
Сиен кÿмест ăса-тăна,
Чунпа спортра канăç тупни
Çирĕплетет сан сывлăхна.
Вĕренÿре те чи малтиччĕ,
Çук, юратман кайра пыма.
Мĕн ачаран ĕмĕтленетчĕ
Куккăш пек офицер пулма.
Кĕлеткипе вăл яштакаччĕ,
Йăлт хунă амăшсен енне.
Шкул пĕтерсессĕн кайса кĕчĕ
ВДВăн училищине.
Аслă пĕлÿллĕ çамрăк каччă
Пулса ак тăчĕ офицер.
Малашлăхĕ унăн çап-çутчĕ,
Çине тăрсах халĕ ĕçле!
Çар пурнăçĕ вăл хăйне евĕр,
Унта пурнатăн уставпа.
Параç приказ — хирĕçлемесĕр,
Йывăр пулсан та, пурнăçла!
Çук, лăпланмасть-ха вăрçă шавĕ
Юнашарах ав Донбасра.
Фашистпала нацист эшкерĕ
Влаçра халь Украинăра.
Асап курать вырăс çыннийĕ,
Хăйĕх тăван çĕрĕ çинчех,
Ыйтсассăн пулăшма Раççейĕм
Хăвармĕ инкекре пĕччен.
Темле инкек-синкек пулсан та,
Раççейĕн вăйĕ — туслăхра.
Раççей салтакĕ хăть ăçта та
Тăнăçлăхшăн ялан тăрать.
Паллах, пĕр çухатусăр вăрçă
Пулмасть нихçан та çĕр çинче.
Малашнехи тăнăç пурнăçшăн
Пуçне хураççĕ салтаксем.
(Каçарăр, эп çырмашкăн маннă
Герой çинчен хам пĕлнине.
Мускав парадĕнче вăл пулнă
Çичĕ хутчен вăхăтĕнче).
Паян сана ак ас илетпĕр,
Йĕрет ял-йыш — ватти-вĕтти,
Куççуль юхсан та, вăтанмастпăр,
Ытла та пысăк-çке хуйхи.
Ытла кĕске-çке пулчĕ санăн
Çак тĕнчери куну-çулу,
Ах, мамăк евĕр пултăр çăмăл
Йывăр тăпру, канлĕ — ыйху...
Санăн яту упранĕ чыслăн
Ĕмĕрлĕхех чĕресенче.
Текех ан пĕлтĕрехчĕ халăх
Вăрçă мĕнне çак çĕр çинче!
Халал Толи (А.Дмитриев),
Çĕньял.
Август 2026 |
