— Чуна хумхантараканни — пĕр турилкке яшкашăн салтаксем куçран пăхса тав туни. Çакăн пек чухне кăмăл çемçелет, кирлĕ ĕç тунине ăнланса малалла талпăнма вăй парать, — тет Туçа хĕрĕ Лариса Мышова.
Туçара çуралса ÿснĕ Лариса Мышова (Табакова) Шупашкарти 64-мĕш шкулта педагогра ĕçлет, «Чăваш Енри «кĕмĕл» волонтерсен лидерĕ. Вăл Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас шухăша пурнăçа кĕртсе Курск облаçне Патăрьел хĕрĕпе, провизорта тăршакан Эвелина Комиссаровăпа (сăн ÿкерчĕкре) пĕрле кайнă.
«Сосновый бор» пансионатра ентешсем ветерансемпе сывлăх енчен хавшак çынсене хусканусем тутарттарнă, эмелсем панă, хăй тĕллĕн çÿрейменнисемпе уçăлма тухнă, кухньăра вăй хунă. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман.
Лариса Ивановнăпа Эвелина хирти госпитальте те тăрăшнă. Кунта 500 çынна валли сĕтел хатĕрленĕ, тасатнă, çав вăхăтрах кашни аманнă салтака ăшă сăмахпа хавхалантарнă, йăпатнă.
Волонтерсен «ЭпирПĕрле» штабĕнче те чĕрене хускатакан самант пулнă: тиевсем хушшинче вĕсем Чăваш Енрен килнĕ посылкăсене асăрханă. Элĕк, Етĕрне округĕсенчен, «ЧЕБДОБРО» фонд тата шăпах Лариса Мышова ĕçлекен 64-мĕш шкултан гуманитари пулăшăвĕ çитнĕ.
Çул çÿрев вĕçĕнче Лариса Ивановна «Патриот» паркра икĕ çул каяллахи августри трагедилле лару-тăрăва асăнса йĕркеленĕ акцие хутшăннă.
Нумайăшĕ 65 çулти хĕрарăм мĕншĕн çавăн пек çÿренипе те кăсăкланать: килте лăпкăн çеç те пурăнма пултарать-çке. Кун пек чухне «кĕмĕл» волонтер ăшшăн çеç кулса илет. Вăл Шупашкарта маскировка сечĕсем çыхма çÿренипе пĕрлех СВО зонине кайма тесе темиçе хут та ирĕк ыйтнă, анчах ăна яман. Пуçа усман ентеш, пĕрех салтаксем патне çитме май тупнă.
— Манăн çул çÿревсем — пурте хам пуçарупа йĕркеленисем. Эпĕ хам шутран, отпуск вăхăтĕнче каятăп, мĕншĕн тесен унта кирлĕреххине туятăп. Манăн девиз çăмăл: эпĕ мар пулсан — кам? — тет Лариса Ивановна.
Лариса Мышова волонтер çулне суйласа илнипе çеç мар неонацистсене хирĕç кĕрешекенсене пулăшать, вăл çĕршывпа пĕрле унăн хуйхине, шанчăкне пайлать. Çакăн пек çынсем пур чухне пĕр япалана ăнланатăн: пире çĕнтереймеççĕ.
Наталия МЕДВЕДЕВА
Август 2026 |
