Ватă салтак

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:35 Просмотров: 10

Калав.

Малалли.

Ĕмĕртен пыркан çемье пурнăçĕ Ваççапа Натиçе тĕплĕ çавăрса илсе хăйĕн еккипе илсе кайрĕ. Вӗсен чылай ача çуралчĕ. Малтанхи иккĕшĕ тĕрлĕ сăлтава пула пурăнаймарĕ. Каярах тăватă хĕрпе ывăл ӳссе çитĕнчĕç. Хĕрĕсем çемьеллĕ пулчĕç. Хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Ывăл кĕç салтакран килмелле. Савăнтарать ашшӗне. Пĕрре çырура: «Салтакран килсен, вăй илсен икĕ хутлă çĕнĕ çурт лартатăп», ‒ тет. Шантарсан тăватех ĕнтĕ. Сăмаха тытма хам вӗрентнĕ вĕт.

                   ***

Ватă салтак хăйĕн ватă тусĕпе ерипен утса кас вĕçне те тухрĕ, чарăнмасăр сулахай еннелле, кантăр çырми еннелле, пӑрӑнчĕ. Кантăр лаптăкĕ Вăтакас хыçĕнче, икĕ çырма юппинче, вырнаçнă. Çырмисем тарăн, юхакан шывĕ сивĕ, таса, хĕвел çинче йăлтăртатса куçа савӑнтарать. Малтан çак вырăна вăййа тухатчĕç çамрăксем. Эй, мĕнле савăнаттăмăр. Ăçта-ши халь çав пурнăç? Ваççа çыран хĕрне меллĕ кăна вырнаçса ларчĕ. Йытти ун çумне тĕршĕнсе хуçипе пĕр еннелле пăхса выртрĕ. Арçын йыттине ачашланӑçемӗн чӑнкӑ çырана тимлĕн сӑнарĕ. Ҫиелте пулăхлӑ хура тёпра, аяларах ‒ тăм сийĕ. Çав тăм шайĕнче çынсене пытараççĕ. Пурӑнан пурнӑçра мĕн çитмест-ши этеме? Тĕнчере чĕрĕ чунсем хушшинче çын кăна ĕмĕтсĕр. Ялан çапăçать, тупăшать. Хапсăнчăклăх, виçене пĕлменлĕх халăхсем, патшалăхсем хушшинче вăрçăсем кӑларать. Тăнăçулăхпа нумай вахăт киленсе пурăнасшăн мар этемлĕх. Манăн çамрăклăх ĕнтĕ вăрçӑ хирĕнче иртрĕ. Ачасемпе мăнуксен хӑйсен пурнăçĕнче вăрçă курмалла ан пултӑрччӗ кăна. Çапăçу мĕнне лайăх пĕлетĕп. Малтанхи кунсенче, вăрçă пуçлансанах, унăн хăрушлăхне туйса илеймерĕм. Каярах, тыткӑнран тарсан, хамăрăннисем патне йывăрпа тухсан особистсем сутăнчăк мар-и тесе хытă тĕрĕслерĕç. Ман пеккисем ун чухне пинĕ-пинĕпе пулнӑ. Пурне те мĕнле тĕрĕслесе пĕтернĕ ‒ пĕлместĕп. Июль уйăхӗн вĕçӗнче ункӑсенчен çӑлӑнса тухнисенчен дивизи йĕркелесе тăшмана хирĕç тăма хатĕрлентерчĕç. Харпăр салтака мĕн тумаллине вĕрентрĕç.

Çапăçу хаяр пулчĕ. Малтан пирĕн çине самолетсем бомбăсем тăкрĕç, каярах артиллери снарядсемпе тӳпелерĕ, унтан ‒ бронетранспортерсем çине тиеннĕ пехота. Чĕрĕ юлнă салтаксем, офицерсем тӗплĕ вĕрентнипе пĕлсе хӳтĕленчĕç. Пирĕннисем тăшман атаккине пусарса хăваласа кайрĕç. Нимĕçсем те çапăçма пĕлеççĕ. Тăшмансем иккĕмĕш лининчен пулеметсенчен тăхлан пульӑпа çумăр çунă пек сапма тытӑнчĕç, снарядсем ӳкеççĕ. Ваççасем каялла чака пуçларĕç. Пĕшкĕнсе-пĕшкĕнсе бруствер çине хăпарса окопа сикме кăна тӑнăччĕ…

Эрнерен тин тăна кĕчĕ Ваççа. Госпитальте иккен, шурӑ простынь çинче выртать. Шăрăх, сывлăш çитмест, тарăн сывлама çук, бинт ăшӗнче. Сулахай алли хускалмасть. Çав вӑхăтра ӳт-пĕве чăтма çук йывăр пулнине халĕ те астăвать. Снаряд ванчӑкĕсем хулпуççине сиктерсе кӑларнă, ӳпкене шăтарса татăкăн-татăкӑн вакланӑ, аяк пĕрчисене хуçнă. Çур çул ытла госпитальте выртрĕ. Ӳт-пӳ кӑштах çирĕпленсен Ваççа тавралӑха сӑнама тытӑнчĕ. Хуçасăр йытӑсем нумай пулнине асăрхарӗ. Час-час урама тухкаласа çӳренĕ май хăшне-пĕрне паллама та пуçларĕ. Салтаксене ытлашши апат памаççĕ пулсан та выçӑ янаварсене хăйĕн пайĕнчен катĕртсе çитеркелерĕ. Çын аллинчен çиме хăнӑхнă чӗр чуншăн хĕлле ‒ выçă вăхăт, çавăнпа вĕсем ытла та ырханланса кайнă-çке. Усалтарах йыттисем    апат пулсан та имшеррисене çывӑха ямаççӗ. Çавсене питӗ хĕрхенетчĕ Ваççа. Вĕсене уйрăм вырăнта çитерме тăрăшатчĕ. Ирхине, тул çутăлсанах, йытă кĕтĕвĕ госпиталь алăкĕ умĕнче пуçтарăнса, хӳрисене суллантарса Ваççана кĕтсе тăратчĕ.

‒ Ваççа, пăх, санăн выçă подразделени пуçтарăннă, командира чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ‒ кулкаласа шӳтлетчĕç пӗр палатăра выртакансем.

Госпитальтен тухас умĕн маларах ăнсăртран Тĕкмер Микульне тĕл пулчĕ. Снаряд ванчӑкĕсем ӑна та самай чӑмланă. Пĕр куçĕ юхса тухнă. «Йывăçран куç ăсталаса пушă вырăна лартатăп», ‒ аса илтеретчӗ кашнинчех юлташне. Пĕр дивизирех çапăçнă иккен. Госпитальте çеç курнăçма тӳр килчĕ. Çав вăхăтра Микультен çывăхрах çын çак тĕнчере урӑх çук пек туйӑнчĕ. Уйăха яхăн госпитальте пĕрле сипленчĕç. Кӗçех командирсем Ваççана йытăсем пăхма подразделени туни çинчен, унӑнни пек сывлăхлă салтаксем тăшманпа çапăçма пултарни, тепрер кунтан фронта илсе каясси çинчен пӗлтерчĕç. Микульпе сывпуллашас умĕн вӗсем çак вăрçăран чĕрĕ таврăнсан ĕмĕр туслă пулма куççуль юхтара-юхтара тупа турĕç. Енчен те Ваççа çемйинче ывăл çуралсан – Микуль хреснашшĕ пулĕ, Микулĕн ывăл çуралсан – Ваççа.

Вăрçă вӑхӑтӗнчи тупа çирĕп пулчĕ. Ĕмĕре ĕмĕрлерĕç. Пĕр çăвартан пурăнчĕç. Микулӗн ачасем пулмарĕç. Ваççа кĕçĕнни çуралсан вара Микуле ывăлĕн хреснашшĕ турĕ.

Суранĕсем сипленсех çитеймен Ваççана каллех фронта, нимĕç танкĕсене тĕп тăвакан уйрăм ротăна, тылри госпитальтенех илсе кайрĕç. Аллине пăшал тытма та вăй çукчĕ. Ялта çуралса ӳснĕ çамрăка йытăсемпе ĕçлеме явапларĕç. Микуль тепӗр уйрăм ротăна лекрĕ. Çапăçусене хутшăнакан салтак мар, вӗсем   çапăçу хыççăн хамăр салтаксен виллисене пуçтарса, пĕр пысăк шăтăк чавса пурне те пĕрле тирпейлесе пытараççĕ. Унсăр пуçне кашни салтакăн документне тĕрӗслесе, ятне-шывне список туса штаба ямалла. Чун-чĕрешĕн йывăр ĕç. Тата каварлă минăсем хурлӑхлӑ ĕç тăвакансене хăйсене час-часах е йывăр амантаççĕ, е вӗлереççĕ.

                    ***

Пурнăçра нимĕн те ахаль пулса иртмест. Йытăсене юратнине пĕлсе-ши е вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине кура Ваççана тата пилĕк салтака Ольгинка ятлӑ станица çумĕнчи полигона иккĕмĕш ротăна ячĕç. Çитсенех Ваççана инструктор должноçне çирӗплетрĕç. Малтанласа вăрăм ураллă, кĕрнеклĕ йытăсене танк айне кӗме вĕрентме хушрĕç.

Фронтра салтаксен пурнăçне упрас тесе, тăшман танкĕсене пĕтерес тĕллевпе йытăсемпе усă курма пуçланă. Пĕрремĕш ротӑн таврари тĕреклӗ йытăсене тупса подразделенисене илсе килмелле, иккĕмĕш ротăри инструкторсем çав йытăсене малтан темиçе кун çителĕклĕ çитереççĕ, тепĕр виçĕ-тăватă кун пĕр чĕптĕм апат та памаççĕ. Вӑхăт иртсен танксен муляжĕсем айне апат хурса пама тытăнаççĕ. Тепĕр темиçе кунтан инструкторсем танксем айне тутлă шăршӑллă апат çакса яраççĕ. Унтан танксем çине лараççӗ те хускатса малалла каяççӗ. Выçă йытă ирĕке ярсан апат шăршине туйса танк айне ыткăнать. Конструкторсем каланă тăрăх, танк хырӑмĕ чи черчен, хӳтлĕхсӗр вырӑн, çавăнпа йытăсене танк айне яма тăрăшмалла.

Вĕçĕ пулать

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика