Округра авгусăн 19-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Чи малтанах Чăваш Республикин 2026 çулхи çур çулĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата республика бюджетне пурнăçлассин малтанхи кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç.
Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Муниципалитетри шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕр-и? Ятарлă комисси пур пĕлÿ çуртне те çитсе тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен шкулсене тирпейленĕ, хăтлăлатнă. Асăрхаттарнă хăш-пĕр çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтернĕ.
Пĕлме:
Августăн 26-мĕшĕнче округра педагогсен Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцийĕ иртет. Пĕрлехи пухура вĕрентекенсем иртнĕ вĕренÿ çулне пĕтĕмлетĕç, умра тăракан тĕллевсене палăртĕç. Кунтах кăтартуллă ĕçлекен педагогсене чыслĕç.
Сентябрьте Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин IX созывĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн VIII созывĕн депутачĕсене суйлаççĕ. Ăна йĕркеллĕ, тĕрĕс ирттерсе ярасси пирки те сăмах пуçарчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнче çавăн пекех «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна пурнăçласси еплерех пыни, вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси пирки тата ытти ыйтăва хускатрĕç.
Август 2026 |
