«Çунатлă пехота» — Раççей çарĕн элити

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:33 Просмотров: 10

Сывлăш десант çарĕнче службăра пулнă кашни салтак çар пурнăçĕ пирки мăнаçланса каласа пама пултарать. Вĕсем хăйсен илемлĕ тумтирĕпе, кăвак беречĕпе çеç илĕртмеççĕ. «Çунатлă пехота» хастарĕсем сывлăшри самолет бортĕнчен çирĕп утăм туса шикленнине парăнтаракан хăюллă çынсем, паттăрсем.

1930 çулхи августăн 2-мĕшĕнче, Илия пророк кунĕнче, Воронеж хули çывăхĕнче 12 çынран тăракан парашют десанчĕ антарнă. Çапла Совет Союзĕ сывлăш десант çарĕсен çĕршывĕ пулнине тĕнчипех килĕшнĕ.

Десантниксем ăçта хăрушă та йывăр, ÿт-пÿ вăйĕн хатĕрленĕвĕ, хастарлăхĕ кирлĕ — çавăнта службăра. «Кăвак беретсем» чăнласах та Раççей çарĕн элити шутланаççĕ.

2022 çулхи январь пуçламăшĕнче Казахстанра газ, топливо, бензин, апат-çимĕç хакĕ ÿс-

нине хирĕçлесе массăллă пăлхавсем çĕкленĕ, вĕсем полицин хÿтĕлев хатĕрĕсене турта-турта илнĕ... Ун чухне те Раççей сывлăш çар десанчĕн боевикĕсене лару-тăрăва çирĕплетме илсе кайнă.

Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах пирĕн Сывлăш десант çарĕсем çĕршыва сыхлас, тăшмана парăнтарас тĕлĕшпе пысăк вăй пулса тăраççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕнче Сывлăш десант сарĕнче службăра пулнисем сахал мар. Ветерансен хастарлăхĕпе центрта темиçе çул каяллах ВДВшниксене хисеп туса палăк та уçрăмăр. Унта кашни çулах ырă йăлана малалла тăсса десантник-ветерансемпе вĕсен çемйисем, çамрăк армеецсем пуçтарăнаççĕ. Кăçалхи уяв та çак вырăнта кăмăллă иртессе шанатăп.

Василий ПЕТРОВ,

Сывлăш десант çарĕсен ветеранĕ. Тăрăн ялĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика