«30 çул суйлав участокĕнче тăрăшатăп»

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2026, 15:23 Просмотров: 18

Çапла мăнаçланса пуçларĕ хăйĕн сăмахне Кĕçĕн Патăрьелĕнчи суйлав участокĕн пуçлăхĕн çумĕ Наталья Кальметова.

1996 çулта пуçласа яваплă ĕçе «кÿлĕннĕ» икĕ ача амăшĕ ун чухне 25 çулта çеç пулнă. Кĕçĕн классен учительницине тÿрех суйлав комиссийĕн секретарьне шаннă. Каярахпа комиссинчен хăйĕн ĕçне пĕлсе тата тÿрĕ чунпа пурнăçланине кура участокри суйлав комиссийĕн председательне суйланă.

— 30 çул хушшинче участокра та чылай улшăну пулчĕ: хамăр йыш та, суйлавçăсем те çĕнелчĕç. Ялти ватăсем чылайăшĕ вилчĕç, вĕсем вырăнне çамрăксем, пĕрремĕш хут сасăлакансем хутшăнса пычĕç. Кирек мĕнле пулсан та суйлав кунĕ кашни çыннăн асĕнче юлтăр, вăл ырă кăмăл-туйăм çураттăр тесе тăрăшатпăр. Çавна май сасăлав кунĕсенче культура ĕçченĕсем участока килекенсене яланах савăк кĕвĕ-çемĕпе кĕтсе илесси, чи ватă та пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнакансене, çемье юбилярĕсене саламласси çирĕпленнĕ йĕрке. СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене уйрăм тимлĕх уйăратпăр.

Пĕтĕмлетсе каласан, 2026 çулхи сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче иртекен суйлав кунĕ пуриншĕн те паллă, савăнăçлă, çав вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ кунсем. Кашни куна уяв пек ирттересси хамăртан килет тесе шутлатăп,— терĕ кĕскен суйлав участокĕнче чылай çул тăрăшакан Наталья Кальметова.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика