Çын пуласси ачаран паллă, теççĕ ваттисем. Ăна пурнăç çулĕ çине тухма шанчăклă никĕс хывакансем вара чăн малтанах ача садĕнчи воспитательсем. Вĕсен ĕçне шкулсенче вĕрентекенсем малалла тăсаççĕ.
Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Первомайскинчи «Шуçăм» ача сачĕн заведующийĕнче ĕçлеме пикенни чĕрĕк ĕмĕр çитет. Историшĕн пĕлтерĕшлех пулмасан та çын пурнăçĕшĕн пысăк цифра темелле. Çак тапхăрта çулсеренех эпир вуншар ачана шкула кайма хатĕрлесе кăларнă. Иртнĕ çулхи выпускниксенчен кăçал 14ăн пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕç, пĕлÿ тĕнчин алăкне уçĕç.
Маларахри çулсемпе танлаштарсан садике килекенсен шучĕ чакрĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ ушкăнра сакăр ялтан пуçтарăннă 41 ача çÿрет. Вăл шутра пирĕн уйрăм шутланакан Каншелĕнчи ача садне 9ăн килеççĕ. Çапах та çакна çирĕппĕн палăртасшăн: шăпăрлансен шучĕ чакни пирĕн ĕçри яваплăха, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парассине, аталантарассине чакармалли сăлтав мар. Ку тĕлĕшпе коллектив пысăк хавхаланупах тимлет. Воспитательсем тăтăшах тĕрлĕрен конкурса хутшăнаççĕ, ку чухнехи цифра технологине алла илсе ачасемпе тĕрлĕрен аталану занятийĕсем ирттереççĕ тата ытти те.
Чăвашсен йăли-йĕркине упрас, тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе те коллективра сахал мар тăрăшаççĕ. Хамăр вăйпа садикрех пĕчĕк музей уçнă. Унта ачасемпе занятисем те, уявсем те ирттеретпĕр, тĕл пулусем те йĕркелетпĕр.
Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулталăкне хатĕрленсе садикре тепĕр пĕлтерĕшлĕ пÿлĕме тирпейлесе çитертĕмĕр, шăпăрлансене мĕн пĕчĕренех патриотла воспитани парас тĕллевпе паттăрлăх пÿлĕмне йĕркелерĕмĕр. Унта «Ача сачĕн воспитанникĕсем — çĕршыв хÿтĕлевçисем» кĕтес те пур. Хальхи вăхăтра СВОра тăракан ентешсем, ашшĕ-амăшĕ çак кабинета экспонатсемпе пуянлатма пулăшаççĕ. Малашне отпуска килекен кашни салтакпа çак пÿлĕмре ачасемпе тĕл пулусем йĕркелесшĕн.
Хавхалану, ырă çитĕнÿ хамăртанах килет. Мал ĕмĕтпе ĕçлекен коллективра кашнийĕ кăмăлтан тăрăшать. Ачасене садикренех ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе агролаборатори уçас, вĕсем валли вылямалли ятарлă площадка тăвас тата ытти ĕмĕт те пысăк.
Надежда ЕМЕЛЬЯНОВА, «Шуçăм» ача сачĕн заведующийĕ
Август 2026 |
