Амăшĕн сĕчĕ ача сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.08.2026, 10:00 Просмотров: 27

Ача çуралсан амăшĕшĕн чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр пуçланать. Çак вăхăтра нумай ыйту сиксе тухать. Чи кирлисенчен пĕри ачана мĕнле апатлантарассипе çыхăннă. Çут çанталăк çак ыйтăва хăйех тĕрĕс татса панă: амăшĕн сĕчĕ — ачашăн чи паха апат.

Ачашăн вăл мĕншĕн усăллă-ха?

Амăшĕн сĕчĕ — ачашăн çав тери кăткăс тата усăллă «коктейль». Унта ачана ÿсме кирлĕ мĕн пур витаминпа минерал çителĕклĕ. Вăл шăпах иммунитета çирĕплетме пулăшать. Амăшĕн сĕчĕпе пĕрле ача сывлăхне сыхлама пулăшакан антителасем те илет. Çавăнпа кăкăр ĕмекен ачасем сахал чирлеççĕ, вĕсен организмĕ вируссемпе лайăхрах кĕрешет. Тата кăкăр ĕмнĕ вăхăтра ача амăшĕн чун ăшшине сисет, хăйне хăрушсăрлăхра туять. Ку вăл амăшĕпе ача хушшинчи çывăх çыхăну.

Амăшĕшĕн кăкăр ĕмĕртни

мĕнле усă кÿрет-ши?

Нумайăшĕ кăкăрпа ачана ĕмĕртесси амăшĕшĕн йывăр ĕç тесе шутлать. Çакă унăн сывлăхĕшĕн те питĕ усăллă. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен сывлăхĕ çирĕпрех пулать. Вĕсен хăш-пĕр чирпе (сăмахран, кăкăр ракĕпе) чирлес хăрушлăх сахалтарах. Ачана кăкăр ĕмĕртни çуратнă хыççăн маткăран юн каясран сыхлать. Кăкăр сĕчĕпе çитерекен амăшĕсем хăвăртрах хăйĕн малтанхи кĕлетке виçине таврăнаççĕ. Çакă амăшĕн пурнăçне те çăмăллатать. Каçхине ачана апатлантарма, апат хатĕрлеме тăма кирлĕ мар. Амăшĕ канлĕ пулсан ача та лăпкăрах ÿсет.

Экомоника енчен çемьене укçа перекетлеме те пулăшать. Амăшĕн кăкăр сĕчĕ — чи «хаклă», тÿлевсĕр апат. Уншăн укçа тăкаклама кирлĕ мар, вăл яланах хатĕр тата кирлĕ температурăра.

Çапла вара, амăшĕн сĕчĕ — çут çанталăк панă чи пысăк парне. Вăл ачашăн — сывлăх никĕсĕ, амăшĕшĕн — хăйĕн ачипе чунтан çыхăнмалли чи илемлĕ вăхăт.

А. ТАБАРДАК,

республикăри общество сыхлавĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика