Кÿршĕ Комсомольски округĕнче республикăра 14-мĕш хут йĕркелекен ялти çуллахи спорт вăййисем иртнĕ. Мероприятие регионăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 450 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртăва килнисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов саламланă. Сергей Геннадьевич ял çыннисем çĕр ĕçĕнче кăна мар, спортра та хастар пулнине, ял тĕнчипех палăрнă спортсменсем çитĕнтернине каланă.
Ялти çуллахи спорт вăййисенче Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем хăйсен вăй-хăватне туллин кăтартнă: канат туртассипе, вырăс лаптине выляссипе — ылтăн, çăмăл атлетикăпа тата мини-футболла — кĕмĕл, хĕрарăмсем хушшинче волейболла выляссипе тата çемье командисем пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Çăмăл атлетикăра Андрей Тарасов, Антонина Николаева, Софья Кудрявцева пьедестал çине тăнă. Патăрьел муниципалитет команди пĕтĕмĕшле зачетпа иккĕмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл медальпе таврăннă.
2025 çул кăтартăвĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕ икĕ номинаципе — Чăваш Республикинчи муниципалитетсем хушшинче спортпа массăллă ĕçе тата физкультурăпа сывлăха çирĕплетессине йĕркелессипе; «Сывлăхпа спорт кунне чи лайăх йĕркелессипе — çĕнтерÿçĕсен ретне кĕнĕ.
Август 2026 |
